Сасартăк, лăш ÿкрĕ те шурă шăналăк,
Мухтавлă "Катюша" пуçларĕ юрра.
Сасартăк ак уçăлчĕ, çиçрĕ çанталăк
Пин-пин çăлтăрпа ялтăра-ялтăра.
Пин-пин сасăпа тулчĕ янкăр тавралăх.
Тÿнккет-и тукмак, шăхăрать-и сăрнай, –
Пире савăнмалăх, юта тарăхмалăх
Тĕнче çаптарать пек ташша кĕвĕ май.
Çĕлен пек вут-çиçĕм çиçет-и хир урлă,
Çĕр çурăлнăн çатăртатать-и çырма,
Чăн тамăк пек урнăн улать пĕтĕм улăх,
Вăр-вар вăркăнас пек шавлать сĕм вăрмап.
– Пуçланчĕ, пуçланчĕ! – вĕрет ĕнтĕ шухăш.
Пуçланчĕ! – хĕрет кăварланнă чĕре.
Хăюллă куçсем ялтăраççĕ халь шухă,
Пăхаççĕ "тăпачă" тÿнккенĕ çĕре.
Унта çĕр çунать. Ун тăпри чĕрĕ юнлă.
Тăшман тытăнать йытăлла йынăшма.
Эсрелĕ пит-куçĕ кĕл пек хăрса юлнă,
Çапах та шутлать хăй тарса хăтăлма.
Тарать вăл, пуç каснă пек, урнă хир тăрăх.
Исленнĕ тути пуплешет: Майн гот!
Шарлатрĕ самант! Шухăшла ĕнтĕ, тарăх –
Ăçта мĕскĕн пуçăм? Ăçта манăн...
Çĕлен пек вут-çиçĕм çиçет-и хир урлă,
Çĕр çурăлнăн çатăртатать-и çырма,
Чăн тамăк пек урнăн улать ĕнтĕ улăх,
Вăр-вар вăркăнас пек шавлать сĕм вăрман.
Хĕвел хĕм сапать ылтăнне хĕрхенмесĕр!
Ялтра тупăсем хушшинче, пĕр сăртра,
Патвар генерал, умĕнчен куç илмесĕр,
Ăста дирижер пек хăюллăн тăрать.
Çаплах янăрать, Çĕнтерÿ чысне туйнăн,
Хăватлă симфонин мухтавлă юрри.
Ăна шăратать пирĕн çулăмлă уйăн
Юратăвĕ – Вăрçă турри.
Алга, А. Вăрçă туррин симфонийĕ : [căвă] // Алга, А. Сăввăмсем сăввăмсем / Александр Алга. – Шупашкар, 1976. – С. 55.