Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алга (Бачков) Александр Eгорович
Александр Алга

Шухăш

Эс тăлăх-çке, тесе, ман чĕрене ан çур.
Çуралнă çĕршывра (асил, тăванăм):
Кашнин чи хаклă савнă кĕтес пур,
Чи çывăх çын та пур кирек те камăн...
Пит ырă-çке пустав çерем çинче,
Çапăçуран тухсан, чуна çумашкăн,
Сыв юлнă шухăшна инçе-инçе,
Тухăçа хирĕç вĕçтерсе ямашкăн!

Куçа хупса куратăп эп тăван яла;
Çуртсем канаççĕ лăпкă пĕлĕт айăн,
Эп савнă хĕр иртет урампала,
Лаштра йăмра чÿхенкелет çил майăн.
Ак, симĕс ту çине хĕрлĕ хĕвел тухать;
Ире саламласа янрать халь юрă,
Йăл сывлăм шăрçалать халь улăха,
Вăрмансенче çĕмĕрт çеçки шап-шурă.

Çатан укăлчаран хура пусса
Кĕтÿ тухать, тусанланать çăкалăх.
Шăнкăр çырма хĕррипеле утса,
Ĕçе каять ĕçчен те харсăр халăх.
Хирте хăйпе хăй мухтанса, юри
Хумханкалать пек ешĕл пуçлă тырă;
Тăр пĕлĕтре янрать тăри юрри, –
Епле иркÿлĕм ытарма çук ырă!..

Куçăм ÿкет уй варринчи сăрта;
Çав сăрт çинче асаттесен масарĕ.
Мана çуратнă çын унта выртать;
Тăпри çинче чечек çеçки сап-сарă.
Анне... Аса илсен, шух кăмăлăм
Йăвашланать. Вăл чирлĕ чух, мăнтарăн
Пит шăппăн хушрĕ: "Савнă ывăлăм,
Вилсен, тăван масар çине пытарăн".

Чухлатăп эп: тăван çĕршыв тени –
Эпир çуралса ÿснĕ ял çеç мар вăл.
Анчах куçа хупса халь асăнни
Кашнийĕн чĕринчех çунать кăварлăн.
Унта кашни кĕтес мана тăван,
Унта-çке ĕмĕрĕм пуçланнă манăн;
Унта-çке малтанхи юратăвăм,
Юна чĕртсе, чуна киленĕç панă.

Салам, эппин, сăваплă кĕтесе!
Енчен ун яхăнне те урнă йыттăн
Ури ярса ан пустăрччĕ тесе,
Хĕçпăшала эп чăмăртатăп хыттăн,
Пăхатăп сивĕ вилĕме куçран,
Хаярланса, вут-çулăмра çунатăп...
Вара каллех, çапăçуран тухсан,
Халь асăннă çĕрех вĕçет çунатăм.

Алга, А. Шухăш : [căвă] // Алга, А. Сăввăмсем сăввăмсем / Александр Алга. – Шупашкар, 1976. – С. 51-52.