Инçетре, Германи çĕрĕнче,
Уçă шуçăмлă иркÿлĕм
Ман ÿте пĕр тимĕр тирĕнчĕ.
Юнăм çунăхрĕ хĕрÿллĕн.
ÿкрĕм те пустав çерем çине,
Курăка хĕретрĕ юнăм.
Туйрăм вăйăм-халăм чакнине.
Темшĕн кăшт хурланчĕ чунăм.
Çав самант – нихçан манассăм çук –
Хĕр васкавлăн чупса пычĕ.
Вăйлăн-вăйлăн çиçĕм çиçнĕ чух
Улшăнмарĕ ун сăн-пичĕ.
Вăл-çке хăнăхнă хĕр аллипе
Сурана тирпейлĕн çыхрĕ.
Ăнсăртран çеç çăлтăр куçĕпе
Куçăмран чĕнмесĕр пăхрĕ.
Хĕр васкарĕ тепĕр çын патне...
Астăватăп – манас марччĕ:
Куçĕсем юратнă хĕр ятне
Асăнма хушса хăварчĕç.
1945
Алка, А. "Инçетре, Германи çĕрĕнче…" : [сăвă] / Александр Алка // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 43.