Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алга (Бачков) Александр Eгорович
Александр Алга

Ырă ят

Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта
Çутатать ирхи шуçăм – çут ылтăн.
Сывлăм ÿкнĕ варта çамрăк паттăр выртать,
Пăшалне чăмăртанă хай хыттăн.

ÿксе выртнă çĕртен юлташне вăл шырать.
Вăйсăр куçĕ ун, вилĕм пек, сыхă...
Тăван мар-çке умра, савни мар-çке çумра, –
Палламан хĕр сÿтет шурă çыхă.

"Ан та тăрăш, юлташ,– илтĕнет лăпкă сас:
Сăрхăнать юлашки чĕрĕ юнăм;
ÿте пуля кăшлать, ăша тимĕр касать,
Сивĕ вилĕм туять çамрăк чунăм.

"Итлесем, ырă хĕр: илт савниçĕм ятне, –
Май чĕре çумĕнчех унăн адресĕ.
Аслă Атăл ялне, савнă тусăм патне
Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.

"Эс пĕлтер ăна: Вилĕм пăхсан куçăмран,
Çÿçенсе каялла эп чакмарăм.
Куç курми тăвăлра, чарăнми çулăмра
Эпĕ çапăçрăм çивĕч, хаяррăн.

"Эс пĕлтерччĕ ăна: шухă çамрăк пуçа
Эп çĕршывăн телейĕшĕн патăм.
Пурнăçа юратса, эп хупатăп куçа
Çĕр çинче ман юлать ырă ятăм..."

Çÿлте çăлтăр сÿнет. Çĕре сывлăм çăвать.
Пĕлĕте сар хĕвел ыталасшăн.
Ырă хĕр çамрăка питĕнчен чуптăвать,
Çурхи ăшă чечек пек, йăвашшăн.

Çĕрлехи çапăçу чакаланă сăрта
Шăратса çутатать ирхи ылтăн.
Ешĕл сулхăн варта çамрăк паттăр выртать,
Пăшалне чăмăртанă хăй хыттăн.

Алга, А. Ырă ят : [căвă] // Алга, А. Сăввăмсем сăввăмсем / Александр Алга. – Шупашкар, 1976. – С. 50.