Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алга (Бачков) Александр Eгорович
Александр Алга

Çапăçу умĕн

Çут уйăх куçĕпе çу каçĕ
Пăхать халь сулхăн улăха.
Тĕмсем шывра çÿçне ухаççĕ,
Кăтрисене çил çулăхать.

Хăва çулçи, ав, лăппăн-лăппăн
Силленкелет. Ан шуйăх, каç!
Саркайăк, вĕтлĕх витĕр шăппăн,
Асту, пит шăппăн вĕçсе каç.

Ав, тĕм ăшне пытаннă тупă
Ĕç умĕн куç хупсах канать.
Зенитка куçĕсем те хупă.
Утсем те анаслаç кăна.

Салтак та çулăмлă кун хыççăн
Тĕлĕкĕнче вĕçет инçе...
Дозор кăна курать халь уççăн,
Куçне илмесĕр умĕнчен.

Разведчик çеç тумхахлă, сăрă
Сăрта хăлаçланса шăвать.
Сапер çеç минăллă хир тăрăх
Упаленсе çулсем хывать.

Çанталăк лăпкă. Ылтăн уйăх
Илем сапса тăрать ăна.
Кашни кĕтес асту, ан шуйăх
Тесе каланăн туйăнать.

Чĕре сисет: ку – тăвăл умĕн.
Çар кантарать вăйне-халне.
Ак, шуçăм палăрсан – вут хумĕ
Кисретĕ ютăн çыранне.

Алка, А. Çапăçу умĕн : [сăвă] / Александр Алка // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 42.