Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Ситта Хведер (Ситов Федот Александрович)
Ситта Хведер (Ситов Федот Александрович)
(1914-1944)

1914 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăръел районе кĕрекен Кĕçĕн Патăръел ялĕнче çуралнă. Хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта, унтан Патăръелĕнчи вăтам шкулта тата педтехникумра вĕреннĕ. Темиçе çул хушши çав районти Сăкăтри пуçламăш шкулта учитель пулса ĕçленĕ, колхозсем йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă. 1932 çулта "Пионер сасси" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. 1935-1938 çулсенче Ленинградри В. Вороновский ячĕпе хисепленекен журналистика институтĕнче вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра дивизире тухса тăракан "Красноармеец" хаçат редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. 1942 çултанпа вăл батальон комиссарĕ, дивизири "Защитник Родины" хаçат редакторĕ.

Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе тата "Вăрçăри паттăр ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă.

Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă, хăйĕн пирвайхи калавĕсемпе сăввисене районти "Пирĕн сас" (хальхи "Авангард") хаçатра пичетленĕ.

Вăл çырнă прозăллă хайлавсем "Фронтри паттăрсем" тата "Тăван çершывшăн" кĕнекесенче пичетленнĕ.

Йывăр аманнă хыççăн 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Нарва хули çывăхĕнчи Долгая Нева ятлă ял патĕнчи масар çине пытарнă.