Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Амансан

Фронтран, йывăр аманнипе,
Илсе кайма тухсан мана,
Эп чун-чĕре ыратнипе
Пăхайса илтĕм таврана.

Юлаççĕ савнă юлташсем,
Вĕсем чупаççĕ мал енне.
Шăпăртатса куççулĕсем
Юхайса анчĕç пит çине.

Эх, хытă-çке салтак чĕри,
Халь ма çемçелчĕ-ши çапла?
Çапăçуран ман çав тери
Тухас килмест аяккалла.

Каяс килмест юлташсенчен
Инçе, инçе уйăрăлса.
Ман таврăнас килет çĕлен
Пуçне йăлтах çапса ватса.

Пирĕн снаряд кĕрĕслетсе
Тăшмансене аркатнине
Илтес килет хĕпĕртесе,
Савăнтарать вăл чĕрене!

Винтовкăна алла тытса,
Эп кĕрĕттĕм тăшман çине!
Шăла çыртса, хаярланса,
Чикес килет фашистсене!

1944

Алендей, В. Амансан : [сăвă] / Василий Алентей // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 49.