Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Кĕтни

Ун çинчен кала-ха, тетĕр-и? Калатăп, йăлтах калатăп. Чим-ха. Унăн хушамачĕ те Мингалеевчĕ, те Мунделеевчĕ. Ниепле те астуса илейместĕп. Тĕрĕссипе каласан, мĕн тума аса илмелле-ха ăна? Çав салтака пурте Менделеев тесе чĕнетчĕç. Юлташĕсем ăна аслă ученăй ятне панăччĕ. Мĕн тăвас тетĕн, çынсем мĕнле чĕннĕ, эпир те çаплах чĕнĕпĕр.

Ну, этемччĕ Менделеев салтак! Ун пек çынна ху вилсен те çичĕ çул асăнса пурăнăн.

Пăхма хăй ытлашши нимех те мар. Пĕвĕ лутрарах та сарлашка. Çавăн пек сарлашка çынсем, ман шутпа, çĕр çинче тĕреклĕрех тăраççĕ. Ун пек çынна, çапса ÿкерес тесен те, ÿкереймĕн. Ун пек çын кĕрешнĕ чухне те е хул айĕнчен тухать, е пĕшкĕнсе тăрать, ăна ниепле те пăчăртаса илме çук. Аптрасах çитетĕн вара унпа! Менделеев пичĕ ытти çынсенни пекехчĕ. Куçĕ... куçĕ вара урăхла, ун куçĕ пеккине эп ниçта та курман. Ун пек куçсене, ман шутпа, пăра куç темелле. Мĕншĕн тесен вăл сана пĕр пăхсах пăраласа илет. Чĕрÿ патне çитиччен, варна витиччен пăралать. Тепĕр çыннăн куçĕ сăнă пек пулать, ку çыннăн сăнă çеç мар – пăра. Çапла пĕр пăраласан сана, пĕтрĕн, аллуна çÿлелле çĕкле те парăн пĕтĕм хĕçпăшалупах.

Эпĕ унпа чи малтан Ленинградра, формировкăра, тĕл пултăм. Эх, япала, тĕл пулнă-пулманах вăл манăн куçсене хăйĕн пăра куçĕпе пăраларĕ лартрĕ. Пĕтĕмпех, çав кунтанах туслашрăмăр унпа. Вăл ăçтан килсе тухнине те, халиччен ăçти фронтра пулнине те пĕлместĕп. Çапах та тус, чăн-чăн тус-хурăнташ пулса тăчĕ. Пирĕн казармăра нарсем виçĕ хутлăччĕ. Эпир унпа виççĕмĕш хутра юнашар выртаттăмăр. Аванччĕ унпа выртма! Менделеев мана майĕпен-майĕпен хăй пурнăçĕ çинчен каласа пама тытăнчĕ.

– Пурнăçне, титти-миттине куркаланă ăна...–терĕ пĕррехинче Менделеев.

– Курнă çав...– мачча çинелле пăхрăм эпĕ. Унта пĕр турат пурччĕ. Нумай вăхăт хушши пĕр чарăнмасăр тинкерсен, çав турат Менделеев пекех курăнать. Чăн-чăн этем. Сăмси те пур, куçĕсем те.

– Курмалли малалла та пайтах,– хускалкаларĕ çумри Менделеев.

– Пайтах çав...– эпĕ каллех çÿлелле пăхрăм. Унти турат халĕ те çын пекех курăнать.

– Эсĕ, мĕн ыйхăларăн-и?

– Çук-çке.

– Нумай çывăрма ан вĕрен, шăллăм,– калаçрĕ Менделеев.– Пĕлетĕн-и, ыйхă вăл чи хаяр тăшман, чи усалли. Тепĕр чухне тăшмана çĕнтерме пулать, анчах ыйха çĕнтерме çук. Историе вуласа пăх-ха эсĕ, унта çав ыйха пула миçе çын пĕтмен пуль. Пирĕн пек çынсем мар. Пысăк çынсем. Ăна-кăна чухлакан, титти-митти мĕнне пĕлекен çынсем. Акă, Ермака аса ил-ха. Ăна та Иртыш хĕрринче çывăрнă вăхăтра тапăннă. Чапаев та часовой ыйxăланипеx пĕтнĕ. Куртăн-и, ыйхă вăл путсĕр япала. Вырăссем пек каласан, "дрянь" вăл ыйхă. Дрянь...

– Эсĕ, мĕн, хăв та ыйха пула капкăна леккелесе курнă пулас. Çавăнпа кураймастăн ăна...

– Лекмен çав. Лекме те шутламастăп. Ну, пĕррехинче, вăрçă пуçламăшĕнче пулчĕ...

– А-а, пулнă пуль çав.

– Раквере хулинче тăраттăмăр. Каçхине тревогăпа хула хĕррине илсе тухрĕç. Нимĕçсем çак тĕле десант антармалла, кĕтсе илес пулать, терĕç. Пире мĕн, тĕмсем хушшине ячейкăсем чавса выртрăмăр. Нумай кĕтрĕмĕр мурсене. Анмаççĕ те анмаççĕ десантсем. Кĕтсе ывăнтăм та ячейка тĕпĕнчи курăк çине лайăх кăна майлашăнса выртрăм. Нимех те мар, выртаттăм аванах. Вуçех сисмен, шуйттан япали, çывăрнă та кайнă. Вăрантăм. Хĕвел тухнă. Унталла-кунталла пăхкалатăп – юлташсем çук. Ак тамаша. Десант анса хулана йышăннă-ши ĕнтĕ, юлташсене пĕтерсе тăкнă-ши? Çитсе кĕретĕп: урамсенче те никам та çук. Кичем. Хамăр погранотряд штабне çитсе кĕтĕм. Картишĕнчи часовой – тавах турра – пур иккен. Эй, сыв пултăр тĕнче! Юлташсем те кунтах, таврăннă та харлаттарса çывăраççĕ. Эпĕ ним шарламасăрах хĕрринчи салтак çумне пырса выртрăм. Ай, намăс! Намăс, пулчĕ мана. Унтанпа ни-ни, пĕрре те ыйхăпа титти-митти курман.

Çапла, тем çинчен те каласа паратчĕ мана Менделеев. Итлес килмесен те итлеттĕм ун сăмахне. Унсăрăн ман çине хăйĕн пăра куçĕпе тинкеретчĕ вăл. Ну, вара тÿс. Чĕрÿ патне çитичченех, варна шăтаричченех пăралать.

Пĕррехинче ирхи апат çинĕ хыççăн вăл мана кĕтмен çĕртенех пăраласа пăхрĕ те:

– Çук, ача, пĕр хĕррине кăштах тулмарĕ...– терĕ.

– Манăн та пушă территори пур пек туйăнать...

– Юрĕ, пултăрах. Аптрамăпăр...– килĕшрĕ салтак.– Анчах шалккă, питĕ шалккă. Манăн çак сăмаха вунă хут, çĕр хут калас килет.

– Кала. Пирĕн ялти Хĕветĕр Мурманскине ĕçлеме кайсан, укçа ярайман пирки арăмне хĕрхенсе, аллă ултă хут "шалккă" тесе çырнă, тетчĕç. Вара ун арăмĕ купăста çук чухне яшкана шалккă ярса çиетчĕ, тет.

– Эсĕ ан шÿтле-ха. Эпĕ Раквере хулинчен тухса кайнине аса илтĕм. Эпĕ унтан чи кайран тухрăм. Эпĕ каялла чакнă чухне, тем мурĕ, яланах чи кая юлатăп. Манăн, хам та пĕлместĕп, каялла пĕрре те утас килмест. Пĕрре ярса пуснă-пусманах, тăпра çатăр! пĕçертсе илнĕн туйăнать. Пĕрре ярса пуснă-пусманах, туратсем шинель çаннинчен çатăр! ярса тытнăн туйăнать. Пĕлĕт хупăрласа килсен, сан сине тумламсем шапăр! тăкăнаççĕ те, çав çÿлти пĕлĕтсем те эпир чакнăшăн йĕнĕ пек туйăнаççĕ. Чĕри çавăн пек манăн. Ытлашши сисĕмлĕ чĕре. Ухмахла чĕре...

– Çакăн пирки калатăн-и? Чакнăшăн шалккă тетĕн-и?

– Уншăн та, пуриншĕн те,– куçĕпе тепĕр хут пăраларĕ Менделеев.

– Анчах эпĕ апат пирки сăмах хускатнăччĕ. Каялла чакнă чухне Раквере хулинче пирĕн погранотрядăн пĕр пысăк хуран пăтă юлчĕ. Çуллă пăтă. Унта икĕ пăта яхăн сало янăччĕ. Çав пăтта пирĕн салтаксем çиеймесĕрех тухса кайрĕç. Эпĕ малтанах каларăм, ун пек чухне васкама юратмастăп. Вара кухньăна кĕрсе хамах çав пăтта антарса çирĕм. Унтан урама тухрăм та асфальт тăрăх тăп-тăрă шыв юхса выртнине куртăм. Мĕнле шыв-ши ку, тетĕп. Çумăр çуман чухне тротуар тăрăх нихçан та çавăн пек шыв юхакан марччĕ. Пĕшкĕнсе тутанса пăхрăм. Эрех. Ак тамаша! Пилоткăпа самай кăна ăсса илтĕм те – ах, мур илесшĕ – ăшчике çурсах анчĕ.

– Ăçтан тупăнчĕ вара çав эрех?

– Ара, хамăр салтаксем эрех складĕнчи пичкесене çĕмĕрсе хăварнă иккен. Çавăнтан юхса аннă. Шалккă çав пăтăпа эрехе!

Пĕррехинче çав Менделеев кĕтмен çĕртенех взвод командирĕ пулса тăчĕ. Аванах çÿрет. Ну, мĕн калас ĕнтĕ, эсремет ачин хăйне кура талант текенни те пур. Ун чухне пирĕн чăн-чăн- командир Ленинград çынниччĕ. Анчах вăл час-часах çемйи патне кайкалатчĕ. Ара, çемйи инçе мар-çке, хуларах. Çавăнпа хăй вырăнне, асли пулма, Менделеева хăваратчĕ. Менделеев пире уçăлма илсе тухатчĕ, апат çиме илсе каятчĕ. Командăсем пама маттурччĕ вара. Ай, пăсăрлантарать, ай, пăсăрлантарать. Куçĕпе, ай, пăралать, ай, пăралать...

Пурăнма унпа, мĕнле калас, начарах та марччĕ. Эпир темле пысăк картишĕнче тăраттăмăр. Картиш йĕри-таврах çÿлĕ çуртсем, çуртсем. Кунта пирĕн полк çеç марччĕ пулас. Ик-виçĕ полк салтакĕсем вырнаçнăччĕ. Пурте çĕнĕрен килнĕскерсем. Пĕр-пĕрне пĕлекенсем сахал. Паллах ĕнтĕ, кун пек чухне, Менделеев калашле, титти-митти пулатех. Уйрăммăнах ун пеккине Менделеев хăй хăтланма юрататчĕ.

Акă, вăл пире каçхи апата ертсе кайрĕ. Стройпа, йĕркеллĕ кайрăмăр. Пĕр шавламасăр пăтă çиетпĕр. Çисе пĕтерсен, Менделеев пирĕн çине хăйĕн пăра куçĕпе тинкерчĕ те: "Встать, выходи строиться!" – терĕ. Эпир кĕпĕрленсе тухрăмăр, строя тăтăмăр. Менделеев пирĕн çине каллех пăраласа тинкерме пуçларĕ. Мĕн пулчĕ-ха ăна? Капла яланах пăралакан марччĕ-çке. Вăл чăн-чăн командир пек хытса тăчĕ те унтан йăл кулса илчĕ:

– Ну, мĕнле тăрантăр-и? – ыйтрĕ вăл.

Салтаксем калаçма пуçларĕç.

– Кăштах çитеймерĕ пулас. Пĕр вершук чухлĕ...

– Капана та тăрласан аванрах, теççĕ. Май килсен, тăрлама юратчĕ.

Менделеев вĕсен шухăшĕпе килĕшрĕ:

– Конешно, салтакăн çăвартан курăниччен çиме, хырăмне ялпо председателĕ пек ÿстерме юрамасть, çапах та кăшт хушсан пурне те юрамалла. Тĕрĕссипе ман хамăн та ик-виç сантиметр недолет...

Салтаксем хавассăн ахăлтатса илчĕç. Менделеев "Смирно!" команда пачĕ. Пире стройпа уттарса картишĕнчен илсе тухрĕ. Пирĕн çывăхрах тепĕр тăкăрлăкра граждански столовăй пурччĕ. Менделеев куçне чеен хĕссе илчĕ те пусма тăрăх иккĕмĕш хута ертсе кĕчĕ.

– Вырнаçăр, ларăр...– терĕ вăл пире.

– Пирĕн укçа çук-çке-ха...– аптраса тăчĕç хăшпĕрисем.

– Ничево! Ан кулянăр. Ман укçа тоннăпа, цистернăпа...– терĕ Менделеев.

Фронтра пулнă май унăн, чанахах та, чылай укçа пухăннă иккен. Вăл пирĕншĕн те хăех тÿлерĕ. Тĕрĕсрех каласан, пĕтĕм взводшăн тÿлерĕ. Эпир аванах иккĕмĕш хут апатланса тухрăмăр.

Ун чухне пире кашни кунах пĕр буханка çăкăр паратчĕç. Çав çăкăр сакăрçĕр грамм таятчĕ пулас. Сахалах та мар. Çапах та формировкăра ĕçсĕр выртакан салтака çитсех пымастчĕ. Мĕн тетĕр эсир? Çав Менделеев кунта та титти-митти тума пултарчĕ. Хăй укçипех булкăсем йăтса килме пуçларĕ. Ун чухне Ленинградра çăкăр-тăвар тупма пулатчĕ-ха.

Çапла тем тума та пултаратчĕ çав Менделеев.

Юлашкинчен, пĕлетĕр-и, Менделеев пире епле тумлантарчĕ? Эпĕ сисетĕп: эсир ман шинель çине час-часах пăхатăр. Тунма та кирлĕ мар. Мана, ватă салтака, улталаймăр. Ман шинелĕм, чăнах та, пăхмалăх пур çав. Тытса пăхăр-ха, сукни мĕнле, сукни? Ăшне тата мамăк хурса çĕлетнĕ. Кунти сивĕ мана ним те мар. Эпĕ çак шинельпе нихçан та шăнса курман. Тÿмисем тата... Тÿмисем. Сирĕн шинель те начар мар. Чаплă шинель. Салтак шинелĕ. Çапах та ун çинче тÿме мар-çке. Каптăрма çеç, сăхман çинчи пек каптăрма çеç. Ун пек каптăрмаллă сăхманпа ман асанне çÿретчĕ ăна. Ха-ха-ха! Çиленетри-мĕн? Ан çиленĕр. Манăн шинелĕн тÿмисем çап-çутă та икĕ рет. Тĕрĕссипе каласан, ку тÿмесем пирки титти-митти нумай лекнĕ мана. Командирсем темиçе хут ятланă. Рядовойсен çутă тÿмепе çÿреме юрамасть, теççĕ. Атакăна-мĕне кайсан вара, фашист эсрелĕсем тÿрех мана тĕллесе пеме тытăнаççĕ. Командир, теççĕ ĕнтĕ. Ах, çунтараççĕ, ах, çунтараççĕ. Пĕтĕм взвод çине тăкăнас пуля ман çине çеç тăкăнать. Çапах та ку шинеле хывас çук эпĕ. Тĕрĕссипе калас пулать, ку шинеле Менделеев тăхăнтарчĕ мана.

Çавăн чухне, формировкăра чухне, каллех строя тăтăмăр. Менделеев пире çав картишĕнчи пĕр улах вырăна илсе кайрĕ. Унта тем пысăкăш купа. Шинельсем, курткăсем, çĕлĕксем... Вĕсене лайăх витсе те хуман. Брезентпа кăш-каш хупăрланă. Çавă çеç. Менделеев пире:

– Камăн хăш шинеле тăхăнас килет – тăхăнăр. Хăвăрăнне кунта хывса хăварăр. Старшина çапла тума хушрĕ. Анчах уни-куни, титти-митти ан пултăр,– терĕ.

Эпир турткаланса тăмарăмăр, хамăра килĕшекен шинельсене, çĕлĕксене илтĕмĕр.

Эх, тухрăмăр вара хуларан! Пурте чаплă тумланнă, пурте çирĕп те тĕреклĕ. Хĕрсем пирĕн çине тĕлĕнсе пăхаççĕ. Эпир хĕрсен умĕнчен юриех çав тери хитрен, урасене пĕр харăс шарт-шарт тутарса иртетпĕр. Эх, вĕсен чĕрисем, пăхмасăрах сисетпĕр, кăрт-кăрт туса тапаççĕ.

Менделеев çинчен калас пулсан, пĕр каç çеç мар, икĕ каç, виçĕ каç калама пулать. Шутникчĕ вăл, шухăччĕ.

Кунта тата, малти линире, мĕн хăтланчĕ вăл. Кунта та титти-митти кăтартрĕ. Авă, пирĕн умри, нейтральнăй çĕр çинчи, хура хĕреслĕ танка никам та мар, Менделеев çапса аркатрĕ. Çавăнпа Менделеев танкĕ теççĕ ăна. Калаççĕ-и çапла ? Калаççĕ çав. Эсир, апла пулин те, Менделеев çав танка епле аркатнине пĕлместĕр. Ку ĕç çакăнта çитсенех пулчĕ. Нимĕçсем Стачка урамне хăйсен танкĕсене кĕртсе яма пикенчĕç. Вăйлăн тустарчĕç пире ун чухне. Взводри салтаксем нумайăшĕ аманса пĕтрĕç. Пире командир кăшт чакма хушрĕ. Менделеев пурпĕрех чакма васкамарĕ. Каялла чакнă чухне урана тăпра пĕçертет тетчĕ вăл. Ун çинчен паçăрах каларăм.

Çав вăхăтра пирĕн еннеллех икĕ танк чăнкăртаттарса килме пуçларĕ. Артиллеристсем печĕç-печĕç, ниепле те лектереймерĕç. Пĕтетпĕр-çке капла, пĕтетпĕр. Нимĕç танкисчĕсем мана, çут тÿмеллĕскере, курчĕç пулмалла. Пĕр танкĕ, чăнах калатăп, тĕп-тĕрĕс ман çине килет. Эпĕ винтовкăпа çатлаттаратăп, анчах пуля танк çинче сиккелесе çеç илет. Çатма çинчи пăрçа пек çеç выляса илет. Тимĕр витнĕ пÿрт çине пăр çунă пек туйăнать. Анчах эп петĕм, пурпĕрех петĕм. Нимĕç танкисчĕсем епле те пулин Менделеева ан курччăр, ман еннелле пăхчăр, терĕм. Ничево. Майлашăнчĕ. Сасартăк хăрушла взрыв пулчĕ. Танк пĕр вырăнтах çаврăнкаласа илчĕ. Ун çинчи тупă кĕпçи чирлĕ автан хÿри пек усăнчĕ. Менделеев пĕтерчĕ çав танка. Гранатăпа аркатрĕ. Кайранхисем çинчен калас-и сире, калас мар-и? Эй, мĕн тума калас, кайранхи ĕçсем çинчен эсир хăвăрах пĕлетĕр. Хăвăрах унпа пĕрле тăшман дочĕсене çĕмĕрнĕ, çĕр пÿрчĕсене сирпĕтнĕ. Унпа пĕрлех "чĕлхе" тытса килнĕ. Унпа пĕрле титти-митти курнă.

Ну, мĕн, эсир çывăратăр-и-мĕн? Çывăратăр пуль? Э-э, ахаль çеç выртаççĕ-çке. Ыйхă килмест пулас. Епле ыйхă килтĕр-ха. Госпитальте ултă уйăх выртнă хыççăн пирĕн пата Менделеев килсе çитмелле. Хăй ыйтнă, командовани хута кĕнĕ тăрăх ăна кунта янă иккен.

– Тĕрĕс тунă. Тĕрĕс...

– Килтĕрех, килтĕрех, титти-митти...

Тимĕр кăмака умĕнчи салтак сасартăк шăпланчĕ. Землянкăра сăмах пине çитрĕ пулас. Тулта хаяррăн çил вĕрет, туллашать. Тулта тăман ахрашать.

Унччен те пулмарĕ – землянка алăкĕ яри уçăлса кайрĕ. Пÿрте шурă маск-халат тăхăннă, юрланнă çын кĕрсе тăчĕ. Унăн кăкăрĕ умĕнче бинтпа чĕркенĕ автомат. Çав çыннăн куçĕ умри салтаксене хыттăн пăраласа тинкерчĕ. Чĕре патне çитиччен пăраласа, вара витериччен пăраласа...

Тимĕр кăмака умĕнчи салтак Менделеев патне ыткăнчĕ.

– Çитрĕн-и, тăванăм. Манми тусăм. Чунăм, титти-митти...

Алендей, В. Кĕтни…: [калав] // Алендей, В. Салатак чĕри / Василий Алендей. – Шупашкар, 1960. – С. 37-43.