Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Софи Мацкевич

Куç умĕнчех тăрать-ха Польша хĕрĕ,
Хĕвел шевли пек сарă çÿçлĕскер.
Юр çăвĕ, çил-тăман та йĕрĕ,
Вăл юлĕ ĕмĕр çамрăк та чипер.

Хаяр хĕл килчĕ. Ленинград таврашĕ
Йăсăрланать тинĕс енчи пăспа.
Вырмасăр юлнă анлă хир ырашĕ,
Пучахĕ касăлать халь пульăпа.

Иртет хир тăрăх ярăм-ярăм пуля,
Кĕрен те симĕс – вăркăнать йышпа.
Асаплă-çке манми салтакăн çулĕ.
Утмашкăн тиврĕ пирĕн çав çулпа.

Ӳкет-ха юр. Çавах хура тавралăх,
Снаряд та мина çĕр питне чавать.
Ан ятласам мана эс, хамăр халăх,
Чăваш ачин фронтра халь ырă ят.

Юнашарах Мицкевич Софи снайпер.
Юратнă Польша йыхăрать ăна.
Кашни çеккунт ăна чĕнет. Вăл хатĕр.
Вăл хатĕр пĕтермешкĕн тăшмана.

Ялта чухне çÿренĕ эпĕ шăпăрт.
Кун пек хĕрсем ман ĕмĕтре пулман.
Салтак фронтра çывăхланать пит хăвăрт.
Фронтри туссем манăçас çук нихçан.

Эпир халь иккĕн "сунара" çÿретпĕр.
Юр ăшĕнче иртет чи сивĕ кун.
Польша çĕрне асра курап тÿлеккĕн.
"Хăтарăр", – илтĕнет сассийĕ ун.

Унта çитме асаплă-çке, пит хĕнĕ.
Анчах унта пĕр çул çеç – çакăнтан.
Эпир ăна хывма-çке халь пикеннĕ.
Çитертĕр вăл Варшавăна кунтан.

Мицкевич Софи... Мĕн тери вăл хÿхĕм.
Блокада. Выçлăх. Çук, ÿкмест сăнран.
Ăçтан-ши çавтер чăтăмлăх та тÿсĕм?
Чăнах, ăçтан-ши? Тĕлĕнеп унран.

Этем вăй-халĕн анлăшне ăнлантăм
Вут-çулăмлă, хаяр çапăçура.
Тăван çĕршывшăн хам та эпĕ патăм
Мĕн пур – чунра, мĕн пур май пурнăçра

Фашистсене хирсе тăкасшăн Софи.
Этемлĕхшĕн чĕри ун шĕл-кăвар.
Куллен пĕр-ик эсрелĕ сахалрах-и?
Пултарнине йăлт, пĕтĕмпех тăвар.

Калаççĕ: вăрçă çухатусăр пулмĕ.
Пире те касрĕ йывăр çухату.
Текех Мицкевич пирĕнпе йăл кулмĕ,
Ун чунĕнче çуралмĕ юрату.

Шап-шурă юрлă уй-хире тухаймĕ,
Алла илеймĕ снайпер пăшалне.
Вăл Польшăна çитсе салам калаймĕ,
Ӳкеймĕ унăн ешĕл чĕрçине.

...Халь мулçăсем выç кашкăр пек улаççĕ
Польша çине лартасшăн-ха чĕрне.
Калатпăр: Польшăн сивĕ, тĕттĕм каçĕ
Тек таврăнмĕ. Вăл тупнă хăй çулне.

Сыв пултăр çирĕп те тăванлă,
Çĕнелнĕ Польша ĕмĕре.
Мицкевич аслă сăвăçпа вăл паллă,
Мицкевич Софи салтакпа хитре.

Алендей, В. Софи Мицкевич : [сăвă] / Василий Алентей // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 51-52.