1941-мĕш çул. Тăшман Эстонири Совет çарĕсене Нарва патĕнчен çавăрса илме васкать. Гудериан генералăн юнланнă, тусанпа витĕннĕ танкĕсем тинĕс хĕррине тухма ыткăнаççĕ. Ялсем çунаççĕ. Хуласем çунаççĕ. "Юнкерссем" ушкăнĕ-ушкăнĕпе Ленинград çине вĕçеççĕ. Эпир вилмеллех тăратпăр. Пирĕн тăшмана тинĕс хĕррине тухма памалла мар.
Йĕри-тавра хыр-чăрăш вăрманĕ. Утма та çук: хăйăр, хайăр. Н. юханшывĕ урлă васкаса хывнă пĕрене кĕпер урлă машина хыççăн машина каçать. Вĕсем хушшинче çар машинсем те, эвакуаципе тухакан çынсен машинисем те курăнаççĕ. Пурте хăвăртрах каçма тăрăшаççĕ. Ача-пăча йĕни, хĕрарăмсем çухрашни илтĕнет.
Кĕпере нимĕç самолечĕсем ĕнерех шыраса тупрĕç. Вĕсем халĕ кĕтмен çĕртен йывăç тăррисене лекес пекех аялтан килсе тухаççĕ те бомба тăкаççĕ, пулеметпа шатăртаттараççĕ. Нимĕç артиллерийĕ те вăхăт-вăхăт асар-писер перет.
Паян нимĕçсем хытах хĕсме пуçларĕç. Пирĕн позицие шăтарса кĕчĕç те сылтăмри ротăна пĕтерсе тăкрĕç. Унти салтаксем, пурте тенĕ пекех, халь кăна фронта çитнĕччĕ. Вĕсене вĕрентме те ĕлкĕреймен пулас. Кунсăр пуçне вĕсем малти линие хăнăхман. Çавăнпа часах аркатма пултарчĕç вĕсене.
Юлашкинчен нимĕçсем пирĕн ротăна тапăнчĕç. Пирĕн ун чухне икĕ тупă çеçчĕ, самолетсем те пире пулăшсах каймастчĕç. Паллах, лайăх хĕçпăшалланнă тăшмана винтовкăпа çеç тытса чараймăн. Эпир мĕн вăй çитиччен хирĕç тăтăмăр. Штыкпа та çапăçса пăхрăмăр. Пурпĕрех пире çĕр çумне лапчăтрĕç, пирĕн окопсем урлă танксем каçса кайрĕç, пирĕн хыçра нимĕç автомачĕсем кĕрлеме пуçларĕç. Ним тума та çук. Шăла çыртсах каялла тухма тиврĕ. Эпир пиллĕкĕн: виçĕ вырăс, пĕр украинец тата пĕр чăваш – чупрăмăр. Мĕн тăвас тетĕн? Нумайăн тухма çук çав ун чухне. Пĕчĕк ушкăна пайланма, сапаланма тиврĕ.
Йĕри-тавра вăрман... вăрман. Халĕ танксем хыçа юлчĕç. Халĕ автоматсем шатăртатаççĕ пулин те, ытла хăрушă мар. Çавна пулах ĕнтĕ, чĕре лăштах каннă пек туйăнчĕ. Анчах тăма юрамасть, васкамаллах, чупмаллах. Унсăрăн тăшман каллех танксемпе çавăрса илме пултарать. Пĕтĕм вăрманĕ-мĕнĕпех çавăрса илме пултарать.
Мĕн чухлĕ чупрăмăр-ши эпир – пĕлместĕп. Павлов атă хĕснипе аптраса çитрĕ. Уксахласа çеç пырать. Пичĕ хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ, çамкинчен тар юхать.
– Чарăнăр-ха, чарăнăр, урана тепĕр хут авăрласа тăхăнам,– кăшкăрчĕ вăл.
– Тьфу! Нихçан та урине йĕркеллĕ тăхăнмасть,– çиленчĕ Приходько.
Анчах пурте чарăнса кăшт канма шутларăмăр. Лапсăркка чăрăш айне лартăмăр та, противогаз ăшĕнчен галет илсе, çиме тытăнтăмăр. Павлов аттине хыврĕ. Ури кĕли юнланнă иккен.
– Мĕн шуйттанĕ тума таратпăр-ха эпир. Хамăр çĕр çинче таратпăр...– çиленчĕ вăл.
– Юлас килсен, юл эппин. Партизан пулăн.
– Пĕччен епле юлăн-ха? Пурте пĕрле сăмах татас пулать.
– Командовани пĕлĕ-ха ун çинчен...– татса хучĕ тепри.
– Анчах ăçта-ха командовани?
– Епле ăçта пултăр? Дивизи штабĕ кунтан ултă çухрăмра кăна. Эпир çапăçăва кĕнĕ чухне унтан иртсе килтĕмĕр. Айтăр çавăнта. Урăх ăçта каймалла пирĕн? Ниçта та кайма çук.
Эпир тăтăмăр та дивизи штабе еннелле утрăмăр. Унта пирĕн пеккисем пухăннă пуль-ха. Чылайăн пуçтарăнсан, тăшманпа тепĕр хут тытăçма та юрать. Çав териех хăватлă-ши вăл? Чарма çук-ши вара ăна?
Халĕ автоматсем шатăртатни те чылай хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Пирĕн çумран пульăсем чăвлатса иртмеççĕ. Эпир хамăр та хуллентерех пыма пуçларăмăр. Кăштах сывласа ярас. Вăй-хал илес. Кунта хăйăрлăх пĕтрĕ иккен. Йĕри-тавра çырла тĕмĕсем: кăвак çырла, хура çырла... Уçланкăсенче чечексем. Вĕсем çийĕн тĕкĕлтурасем канлĕн нăйласа вĕçеççĕ. Хăшпĕр уçланкăсенче автомашинăсен, тракторсен йĕрĕсем, хут таткисем, пирус тĕпĕсем, пушă консерва банкисем... Пĕр тĕлте тата пысăк хуран куртăмăр. Ăна виçĕ чул çине вырнаçтарса лартнă. Хуранĕ тулли пăтă. Пăтратса пăхрăмăр та тем пысăкăш аш татăкĕ куртăмăр. Эпир ăна пайласа илтĕмĕр те утнă çĕртех çие-çие кайрăмăр. Ку аш артиллеристсем пĕçерни пулчĕ пулас. Вĕсем ытла та васкаса кайнă ĕнтĕ.
Чăмласа пынă май эпĕ сисмен те – уçланкăра, хĕрлĕ, кăвак чечексем хушшинче, темскер мĕкĕлтетет иккен. Çамрăк хурăн çумĕнче такам ларать мар-и? Пуçне тутăр çыхнă, кăвак тутăр.
– Куратăр-и, чечексен хушшинче такам ларать,– терĕм эпĕ.
– Кам пултăр унта...– ĕненмерĕ Павлов.
– Такам, хĕрача пулас.
Эпир калаçнине хайхи хĕрача хăй те илтрĕ. Пирĕн еннелле çаврăнса пăхрĕ, пире ачалла тимлĕн сăнама пуçларĕ. Салтаксем тĕлĕнсех кайрĕç. Мĕнле-ха капла? Ăçтан килсе тухнă ку хĕрача? Мĕн туса çÿрет вăл сĕм вăрманта пĕр-пĕчченех?
Хăратас мар тесе, хуллен утса, хĕрача патне пытăмăр. Вăл тăватă çулсене çитнĕ пулас. Кÿпшек питлĕ, шап-шурă çÿçлĕ. Куçĕсем кăн-кăвак. Пĕчĕккĕ пулин те, ăна лайăх тумлантарнă. Шурă кĕпине хитре тĕрĕпе эрешленĕ. Çав тĕрĕ мана чăваш тĕрри пекех туйăнчĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем сурпан вĕçне çапла илемлетсе тĕрлекенччĕ. Анчах ун кĕпинчи эрешсем кăшт урăхларах. Ку хĕрача, тем кала та, эстонка е ижорка пулас. Павлов ăна пуçĕнчен савса ăшшăн:
– Эсĕ хăш ялсем? Аçтан килтĕн?– тесе ыйтрĕ.
Хĕрача куланçи турĕ, нимĕн те шарламарĕ. Именчĕ-ши вăл? Е каланине ăнланмарĕ-ши?
Эпĕ ун чухне эстонла кăштах калаçкалама пĕлеттĕм. Ара Эстонире икĕ çула яхăн пурăннă. Вара хĕртен Эстони чĕлхипе:
– Аннÿ пур-и сан? Аннÿ ăçта?–тесе ыйтрăм.
– Анне çук ман,– пуçне усрĕ хĕрача.
– Аçта?
– Пĕлместĕп.
– Эсĕ кунта кампа килнĕ?
– Пĕчченех.
– Сан юлташусем пулнă-и? Эсир камсемпе юрлатăр, камсемпе ай-ай-ай! тетĕр? Кампа кантра урлă сикетĕр?
Хĕрача ман çине пăхса кулчĕ, çапах та урăх пĕр сăмах та шарламарĕ.
– Санăн пÿске пурччĕ... Халь ăçта-ха çав пÿске?
– Машинăпах, аякках кайнă.
– Мĕнле машинăпа? Кам унта сирĕн?
– Унта-и? Унта Оскар, Ильза, Марита. Эх, эпĕ ăна – Маритăна юратмастăп. Вăл ытлашши сÿпĕлтетет. Вăл автобус машинăран хытăрах каять, тет.
– Мĕнле машинăран?
– Ахаль грузовикрен.
– Эсир, мĕн, грузовикпе килнĕ-и?
– Грузовикпе.
Тинех ăнланса илтĕмĕр: ирхине юханшыв урлă икĕ грузовик каçнăччĕ. Вĕсен кузовĕсем çинче тăп-тулли ачасемччĕ. Пурте пĕр пек тăхăннăччĕ вĕсем. Тăлăх ачасен çурчĕ Ленинградалла куçса килчĕ пулас. Тем кала та, çавăнти хĕрача ку? Анчах мĕнле тăрса юлнă-ха вăл пĕр-пĕччен?
– Эпĕ пĕр хитре лĕпĕш куртăм. Ăна тытас тесе хăваларăм. Чупрăм-чупрăм та ниепле те тытаймарăм. Лĕпĕш мĕн çисе пурăнать вăл? Хĕлле ăçта вĕçет?– ыйтрĕ хĕрача.
– Эсĕ апла машинăран тăрса юлнă пуль?
– Машинăран-и? Эп тăрса юлман. Хăйсем кайнă вĕсем. Кайран пăхрăм та, никам та çук. Эпĕ вара, "килĕç-ха", тесе каллех лĕпĕшсене тытма чупрăм. Акă пĕрне тытрăм. Ывăçра. Чăтма çук кăтăклантарать.
Ун ывăçĕнче, чăнах та, темскер хуллен çăтăр-çăтăр тутарни, кăштăртатни илтĕнет.
Эпир хĕрачана хамăрпа илсе кайма шутларăмăр. Эпĕ ăна çавăтса пытăм.
Вăрманта каллех автомат шатăртатма пуçларĕ. Таçта танк чăнкăртаттарни илтĕнет. Хĕрача вăрçă шăв-шавне хăнăхнă пулас. Умра е хыçра снаряд кĕрĕслетсе çурăлсан та питех сехĕрленмест, ман çума кăна ытларах тĕршĕнет. Анчах сылтăм ывçине пурпĕрех уçмасть-ха. Унта хĕрлĕ-чăпар çунатлă лĕпĕш.
– Ку лĕпĕше эпĕ çитсенех хĕрачасене кăтартатăп.
– Ăçта çитсенех?
– Хамăр машина патне.
– Вăл ăçта халь?
– Ленинградра...
Манăн ун сăмахне итленĕ май кулассăм та, йĕрессĕм те килет. Çапах та ăна-кăна систерместĕп. Хĕрачапа тимлĕ калаçкаласа малаллах васкатăп.
Йывăçсем сасартăк сайралма пуçларĕç. Инçех те мар уй курăнчĕ. Хиртен уçă çил вĕрсе килчĕ. Пулса çитнĕ ыраш шăрши, хуратул шăрши сисĕннĕ пек туйăнчĕ. Чăнахах та, вăрман хĕрринченех, пĕр айккинче, ыраш пусси пуçланать. Тепĕр енче – хуратул ани. Çÿлĕ ыраш çийĕн çывăхрах тирексем, хурăнсем, улăм витнĕ лупас, пÿрт тăррисем курăнса кайрĕç. Ку яла кĕмелле-ши, кĕмелле мар-ши? Пирĕннисем пур-ши кунта, çук-ши? Пирĕн çак вăхăтра пурсăмăрăн та шыв ĕçес килетчĕ. Вăрманта эпир, тем чухлĕ шырасан та, шыв тупайманччĕ. Уйрăммăнах хĕрача "шыв" тесе хăшкăлтарчĕ. Çавăнпа эпир яла кĕрсе тухмах шутларăмăр. Çапах та сыхланас терĕмĕр. Малтан Приходькăпа юлташĕ утрĕç. Вĕсеи уй хапхи патне çитнĕччĕ ĕнтĕ, сасартăк автомат шатăртатрĕ. Приходька кăкăрне ярса тытрĕ те тусанлă сумак çине персе анчĕ. Ун юлташĕ ыраш ăшне чăмрĕ.
– Нимĕçсем! Сыхланăр!– кăшкăрчĕ вăл хыттăн. Чăнах та, ыраш пусси тăрăх сапаланса нимĕç автоматчикĕсем килни курăнчĕ. Çирĕм çынна яхăн. Пурте пилоткисене чалăш лартнă, гимнастеркисене йÿле янă, хăшĕсем сигарет хыпнă.
– Хальт!– кăшкăрчĕç вĕсем Приходько юлташне. Мĕн тумалла? Тарсан та вилĕм, юлсан та вилĕм. Павловпа тепĕр салтак гранатисене алла тытрĕç. Мĕн пулса мĕн килет, çапăçас, виличчен çапăçас. Эпĕ хĕрачана хам çумăма вырттартăм. "Тăшман пули лекес пулсан та, ăна ан лектĕр, хама лектĕр",– шухăшларăм эпĕ. Хĕрача куçĕсем шывланнă. Çапах та вăл пĕр сасă та кăлармарĕ, выртрĕ. Çук, ку хĕрачана вĕлерме памалла мар. Вăл мана тем пирки хам хĕрĕм пекех туйăнакан пулчĕ. Темшĕн манăн хăçан та пулин çакăн пек хĕрача пулассăн туйăнчĕ. Тĕрĕссипе каласан, халĕ те вăл манăнах, манăнах. Халĕ эпĕ уншăн ашшĕ те, амăшĕ те. Халĕ эпĕ унăн чи çывăх тăванĕ. Манăн юлташăмсем те, пурте ун тăванĕсем. Çук, ан макăр, пĕчĕк чунăм, сана эпир нихçан та пăрахмăпăр.
Нимĕç автоматчикĕсем Приходько юлташĕ еннелле темиçе хутчен шатăртаттара-шатăртаттара пучахсене татрĕç, ыраш хирне пăр çапнă чухнехи пек арпаштарчĕç. Приходько юлташĕ çаплах кăшт курăна-курăна каять. Чимĕр-ха. Вăл юри çапла курăнкаласа каять. Вăл юри пирĕн еннелле килмерĕ, йăлтах урăх еннелле чупрĕ. Нимĕçсене улталасшăн пулчĕ ĕнтĕ. Пире ан курччăр, ан сисчĕр, терĕ ĕнтĕ.
Приходько юлташне йĕрленĕ май нимĕçсем, çухăрашса пирĕн умах çитсе тухрĕç. Анчах граната пăрахни вырăнлă пулĕ-ши? Çук, халлĕхе вырăнлă пулас çук. Мĕншĕн тесен нимĕçсем пĕр-пĕринчен чылай инçетре, сапаланса килчĕç. Тăхтас пулать. Шăла çыртсах тăхтас пулать. Салтак чĕри кирек хăçан та çирĕп пулмалла. Салтак чĕрин ытлашши хăвăрт тапма та юрамасть. Салтак чĕрин вăхăтлă тапмалла.
Автоматчиксенчен пĕри сукмак çине тухрĕ, хуллен Приходько вилли патне утса пычĕ. Часах ытти нимĕçсем те ун еннелле утрĕç. Юлашкинчен пурте пĕр çĕре пухăнса тăчĕç. Вилнĕ салтака ухтарма пуçларĕç. Çак вăхăтра Павлов ыраш ăшĕнчен сиксе тухрĕ те умлă-хыçлă икĕ граната ывăтрĕ. Хаяррăн шартлатни илтĕнчĕ. Нимĕçсем тăнă тĕлте тĕтĕм, тусан çĕкленчĕ. Ун хыççăн эпир винтовкăсемпе пеме пуçларăмăр, тарма хăтланнă нимĕçсене пере-пере ÿкертĕмĕр.
– Акă сире Тăван çĕршывшăн, Приходькăшăн!–çиленсе кăшкăрчĕ Павлов.
– Ну, мĕнле, туртса илтĕр-и вырăс çĕрне? Мĕнле вăл – вырăс çĕрĕ? Пылак-и, йÿçĕ-и? Тăварлă-и, тăварсăр-и?–штыкне хатĕр тытса чупрĕ пирĕн юлташсенчен тепри. Вăл пилĕк-ултă утăм турĕ-и, тумарĕ-и, кĕтмен çĕртенех автомат шатăр! турĕ. Пĕр нимĕçĕ куклене-куклене ыраш ăшĕнче чупни курăнчĕ. Пирĕн юлташ штыкне йăлтăртаттарса пынă чухнех тайăлса-тайăлса кайре. Унтан, пĕтĕм вăйне пухса, татах пĕр-икĕ утăм турĕ те малалла ыткăнса ÿкрĕ. Унăн штыкĕ умри нимĕç вилли çине тăрăнса ларчĕ.
Ним тума та çук, пирĕн икĕ юлташа пăрахса хăварсах кайма тиврĕ. Приходько юлташĕ Самарин пире часах хăваласа çитрĕ. Каллех утмалла, утмалла. Ман çумра каллех хĕрача, сап-сарă çÿçлĕ, чакăр куçлă, тĕрĕллĕ шур кĕпе тăхăннă хĕрача. Вăл нумайччен ним чĕнмесĕр пычĕ. Хăранипе калаçма та пĕлмерĕ пулмалла. Эпĕ ăна йăпатма тăрăшрăм. Ывăннине сиссен, çĕклесе пыма тытăнтăм. Папака йăтнă пек йăтса пыратăп. Эп ывăнсан, хĕре Павлов йăтрĕ, унтан Самарин, унтан каллех эпĕ. Çапла малалла, малалла... хамăрăннисем патне. Ленинград еннелле. Машина патне. Оскар, Марита патне. Вĕсене лĕпĕш кăтартма, хĕрлĕ-чăпар çунатлă лĕпĕш кăтартма.
– Ну, хайхи лĕпĕш тармарĕ-и?
– Аллăмрах. Ав, çуначĕ курăнать.
Çав вăхăтра лĕпĕш ун ывçинче çăтăл-çăтăл туса илчĕ, çуначĕсене хускатрĕ.
– Пичче, фашистсем вĕсем çын-и, çын мар-и?–сасартăк ыйтрĕ хĕрача.
– Çын мар...– татăклăн каларăм эпĕ.
– Кам вĕсем?..
Чăнахах та, камсем-ха вĕсем фашистсем? Вĕсем тискер кайăк тесен, тискер кайăк мар. Вĕсем тискер кайăкран темиçе хут усалрах. Тискер кайăк хуласене, ялсене çунтарса кăмрăк тумасть. Фашист çунтарать те кăмрăк тăвать. Тискер кайăк çынна курсан пăрăнса иртме тăрăшать. Фашист вара çынна вĕлересшĕн, ваттине те, вĕттине те – пурне те, пурне те.
Пирĕн хир тăрăх утмалли инçех те юлмарĕ ĕнтĕ. Тепĕр çухрăм утсан, каллех вăрман пуçланать. Чиперех пыраттăмăр эпир, хĕрача та лăпланса çитнĕччĕ. Эпĕ ăна крак-крак туса пынă май тавраналла тинкеретĕп, чăваш ялĕнчи çакăн пек хĕрачасем çинчен шухăшлатăп. Чим-ха, чим, мĕн ятлă-ши ку хĕрача? Манăн ятне пĕлесчĕ унне. Эпир васканă май унăн ятне ыйтма та астуман.
– Мĕн ятлă эс, хĕрĕм?
– Аля. Алина...
Лăп та шай çак самантра сиввĕн у-у! туса улани илтĕнчĕ. Çаврăнса пăхрăмăр – пĕр самолет, хура хĕреслĕскер, пирĕн çине тÿп-тÿрĕ чăмса анчĕ. Аялах çитсен пулеметпа çунтарма пуçларĕ. Эпĕ Альăна кăкăрпа хупласа, çĕр çумне çыпçăнса выртрăм. Вилес пулсан та хам вилес, Аля сывă юлтăр. Шултра калибрлă пулемет пулисем пирĕн çумах тусан кăлара-кăлара ÿкрĕç.
– Эх, ирсĕрсем! Чуниллисем,– тарăхрăм эпĕ.– Кама курса переççĕ-ши? Виçĕ салтакшăн... виçĕ салтакшăн...
Самолет пĕрре иртсе кайнă хыççăн каялла çавăрăнчĕ те каллех пирĕн паталла вут-хĕм тăкса килчĕ. Хальхинче тата аялараххăн вĕçсе иртрĕ. Чулсем çине перĕннĕ пульăсем чалт-чалт туса çулăм сирпĕтрĕç. Темле çав тери хаяр чĕрчун куçĕсем çуталса илнĕ пекех пулчĕç. Самолет кайса çухалсан, Альăна хуллен йăтса çĕклентĕм. Ман умран, курăк ăшĕнчен, Павлов та çĕкленчĕ. Самарин çеç тăмарĕ-ха.
– Самарин! Ваня!
Пире хирĕç пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмерĕ. Павлов вара вăл выртнă тĕле чупса çитрĕ те юпа пек хытса тăчĕ, унтан хăвăрт пĕшкĕнчĕ, темскер мăкăртатрĕ, вара каллех юпа пек хытса тăчĕ. Эпĕ те çав тĕле пытăм. Самарин каскине виçĕ тĕлтен пысăк пульăсем шăтарнă. Пирĕн виççĕмĕш юлташ пĕр сăмах каласа хăвараймасăрах вилчĕ. Эпир ăна майласа лайăхрах вырттартăмăр. Вăл вара хурçă каскăпах, хĕрлĕ çăлтăрлă каскăпах выртса юлчĕ. Çÿлелле, кăвак тÿпенелле пăхса выртса юлчĕ. "Канлĕ çывăр, юлташăм. Каçар пире. Типтерлесе пытарма май килмерĕ",– пăшăлтатрăм эпĕ. Çаплах Альăна çĕклесе утрăмăр. Шап-шурă çÿçлĕ, кăвак куçлă Альăна çĕклесе утрăмăр. Аля мана алăран кăт-кăт тĕкрĕ:
– Пичче, пичче...– терĕ вăл. Унăн куçĕнчен куççуль юхса анчĕ.
– Мĕн, хĕрĕм? Мĕскер?..– чун хурланчĕ манăн.
– Пичче, ман лĕпĕш вĕçсе тарнă.
Кăмăл тинех лăпланнă пек пулчĕ. Эпĕ кулас килмен çĕртенех йăл кулса илтĕм те:
– Уншăн ан кулян. Эпĕ часах сана темиçе лĕпĕш тытса паратăп. Хĕрлĕ чăпар çунатлине те, кăваккине те, шуррине те... Нумай-нумай тытатăп. Сана эп чечексем те татса паратăп ак. Хитрисене... çав тери хитрисене...
– Хăçан татса паратăн?
– Часах. Ав, çав вăрмана çитсен.
Анчах чечексем патне, хитре лĕпĕшсем патне çитесси часах мар иккен. Вăрçăра чечексем аякра иккен, лĕпĕшсем те инçере вĕçеççĕ иккен.
Сăртлăрах хăйăрлă хире тухсан, сасартăк пăшал сасси кĕрлесе кайрĕ. Пĕр хутчен... Иккĕ... Виççĕ... Пульăсем çумранах чăвлатса иртрĕç. Ним тума та çук–каллех çĕр çумне лапчăнтăмăр. Ăçтан переççĕ-ха? Ниепле те ăнланса илме çук. Чим-ха, çырма леш енчен мар-и? Çавăнтан пулас. Симĕс тĕтĕм сирĕлни курăнать. Халĕ пирĕн, кирек мĕнле пулсан та, хырăмпа шăва-шăва вăрмана çитмелле. Унсăрăн пĕтетпĕр. Унсăрăн пире пурпĕрех вĕлереççĕ.
Павловпа иксĕмĕр те винтовкăна хатĕр тытса шăватпăр. Паллах, эпир çапла, пĕр çапăçмасăрах шуни, тарни вырăнлах та мар ĕнтĕ. Хамăр çеç пулсан, тÿрех калас пулать, эпир каялла шăвас çук. Эпир çапăçнă пулăттăмăр. Эпир Тăван çĕршывшăн çакăнтах вилме те хатĕр. Анчах хĕрача пур пирĕн. Çак кăвак куçлă хĕрачашăн пăшăрхантăмăр эпир. Епле пăшăрханмăн-ха? Ним пĕлмен тăлăх ача вăл. Ним ăнланман тĕпренчĕк.
Шăватпăр, шăватпăр. Малтан Альăна хам пулăшса пытăм. Кайран Павлов пулăшма пуçларĕ. Чăм шыва ÿкрĕмĕр эпир. Çăвар типрĕ. Шыв ĕçесчĕ. Шыв, шыв, шыв...
Ман умра сип-симĕс, пысăк шăрчăк сиксе пырать. Эпĕ шунă май вăл малаллах, малаллах сикет. Тем пирки манăн ăна хăваласа çитес килчĕ. Тытасчĕ ăна, тытасчĕ. Аля мĕн тери савăнĕ-ши ăна тытсан.'
Анчах каллех пульăсем чăвлатса ÿкрĕç. Пуç вĕçнех, шăрчăк патнех. Симĕс те пысăк шăрчăк хыттăн сикрĕ.
Вăрман тинех пуçланчĕ. Тинех сулхăн та уçă. Тинех пульăсем нăйкăшма чарăнчĕç. Халĕ хĕрачана эпĕ йăтрăм. Павлов ывăнчĕ пулас, йывăрланса çитрĕ пулас.
Хăш тĕлелле каймалла ĕнтĕ пирĕн? Юлташсене ăçтан тупмалла? Эпир, паçăрхи пекех, дивизи штабĕ вырнаçнă çурт еннелле утрăмăр. Акă, ун патне çитетпĕр. Вăрман варринче икĕ хутлă йывăç çурт ларать. Çывăх та паллă çурт. Анчах хальхинче вăл темле тискеррĕн те тăлăххăн туйăнчĕ. Унăн умĕнче пĕр çын та курăнмасть. Унта пĕр салтак та çук. Ун алăкĕсем, чÿречисем яриех уçă. Ун ăшĕнче шăплăх.
Эпир халичченхи хăнăхупа çурт умне çитсе тăтăмăр. Кĕрсе пăхмалла-и кунта, пăхмалла мар-и? Эпĕ Альăна алкум вĕçĕнчи тенкел çине лартрăм.
– Аля, пĕр япала парас-и сана?
– Мĕн япали?
– Питĕ тĕлĕнмелле япала. Сип-симĕс куçлă, сип-симĕс ураллă...
– Мĕн вăл. Кăтарт-ха, кăтарт.
Эпĕ ăна ывăçри шăрчăк пуçне кăштах кăтартрăм.
– Ай, хăрушăскер!
– Ан хăра. Ме, тыт...– хĕрачана çав шăрчăка патăм эпĕ.
Мĕн тери хĕпĕртемерĕ-ши çакăншăн Аля. Вăл ахăлтатсах кулчĕ. Каçса кайсах кулчĕ.
Эпир çурт патĕнчен хускалса кайрăмăр. Çĕр аллă-икçĕр метр кайрăмăр пулĕ. Умра каллех чăтлăх вăрман пуçланать. Çак самантра манăн хыçра сасартăк тĕнче ишĕлсе килчĕ. Чăрăшсем урлă-пирлĕ сулăнса кайрĕç. Эпĕ тĕпсĕр сĕмлĕхе ывтăнтăм. Миçе минут иртнĕ-ши, пĕлместĕп, эпĕ ун-кун пăхкаласа илтĕм. Тен, секундсем кăна иртрĕç пуль. Хырсем те, чăрăшсем те çав вырăнтах. Тĕнче те халичченхи пекех. Мĕн пурĕ Павлова çеç курмастăп. Вăл пулнă тĕлте хуп-хура тăпра, хуçăлнă туратсем кăна. Пĕр армак-чармак турат çинче унăн каски çакăнса тăрать. Вăл хуллен, ним пулман пекех ярăнса тăрать. Пĕтнĕ иккен юлташăм...
Эпĕ шуралса кайнă Альăна йăтрăм та чăрăшсем хушшине чупрăм. Ман ума та, хыçа та каллех минăсем ÿкрĕç. Вăрман малти лининчи пекех кăн-кăвак тĕтĕмпе тулчĕ. Нимĕçсем икĕ хутлă çурт тăрринчен, хамăр дивизи штабĕ вырнаçнă çурт тăрринчен, хамăр канса тăнă çурт тăрринчен переççĕ иккен. Ы-ых, шуйттансем! Епле хăвăрт ĕлкĕрнĕ, епле хăвăрт çитсе ÿкнĕ вĕсем.
Часах эпир пĕчĕк çăлкуç патне çитрĕмĕр. Хĕрача халь кăштах лăпланчĕ ĕнтĕ. Анчах макăрма пуçларĕ. Ăна юлташĕсем аса килчĕç пулас. Унăн апат та çиес килет пулас. Эпĕ ăна чечексем татса патăм. Кĕсъери сахăра тыттартăм.
– Шăрчăк ăçта-ха санăн?
– Тарчĕ вăл, лĕпĕш те, шăрчăк та тарчĕ...
– Ан кулян. Сана эп тата пысăкрах шăрчăк тытса паратăп. Ан кулян.
Çак вăхăтра ман хыçрах ура сасси илтĕнчĕ. Чăрăш лăссисем хушшинчен хĕрлĕ çăлтăрлă каска курăнчĕ. Хамăр салтаксем. Хамăр салтаксем! Вĕсем çăлтан шыв ăсма килчĕç иккен.
– Ăçтан эсир? Хăш чаçрен?–ыйтрĕ салтаксенчен пĕри.
– Нарва патĕнчен. Виççĕмĕш рота...
– А-а, пĕлетпĕр, пĕлетпĕр...
Эпĕ салтаксемпе пĕрле вĕсен окопĕсем патне çитрĕм. Мана пĕр шурă çÿçлĕ çÿлĕ лейтенант кĕтсе илчĕ. Вăл ман çине тинкерсе пăхрĕ... Çаплах пăхрĕ. Мĕншĕн пăхать-ха вăл ман çине? Мĕншĕн çаплах тинкерет? Хăй нимĕн те чĕнмест.
– Хĕрача тупса килтĕм. Ытарма çук хĕрача,– терĕм эпĕ.
Лейтенант куçĕнчен сасартăк куççуль юхса анчĕ.
– Юлташсем, тусăмсем, мĕскер куратăп эпĕ,– кăшкăрса ячĕ лейтенант.
– Манăн хĕр-çке ку, манăн хĕр Аля...Аля, Аля...
Вăл çакăн хыççăн эстонла татах темскер каларĕ те хĕрачана ыталаса илчĕ.
– Аля, чунăм...
Эпĕ тĕлĕннипе хытсах кайрăм. Ытти салтаксем те ним чĕнмесĕр аптраса тăчĕç, хăшпĕрисен куçĕнче çутă тумламсем йăлтăртатса илчĕç.
Кайран çакна пĕлтĕм: эстонец-лейтенант вăрçă пуçлансанах çапăçăва кĕнĕ-мĕн. Унăн арăмĕ бомба айне пулса вилнĕ. Хĕрачине вара тăлăх ачасен çуртне илсе кайнă. Епле тăрса юлма пултарнă-ши вăл вăрманта? Тĕлĕнмелле. Анчах шанма çук ăна. Аля варманта ÿснĕ. Вăрмана юратнă, унта вылянă. Çавăнпа хăрамасăрах пăрăнса юлма пултарнă вăл. Телей, пысăк телей лейтенантăн. Телей, пысăк телей салтаксен. Эпĕ те чунăм ыратичченех савăнтăм. Шÿт тума юратакан, шухăшлă та ăслă салтак, Волдис ятлăскер, мана хулпуççирен лăпкарĕ те:
– Çак хĕре илсе тухни Эстоние çăлса хăварнă пекех пулчĕ,– терĕ.
Эпĕ ăна хирĕç ним те каламарăм. Тĕрĕссипе эпĕ нимĕнле паттăр ĕç те туман. Эпĕ чĕре хушнине тунă. Салтак чĕри хушнине. Совет салтакĕн чĕри хушнине...
Алендей, В. Салтак чĕри : [калав] // Алендей, В. Салтак чĕри / Василий Алендей. – Шупашкар, 1960. – С. 3-13.