Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Михаля

Пулков сăрчĕ хĕрринче,
Хаяр вăрçă кунĕнче,
Ман юлташ – чăваш ачи,
Çĕклесе сапер хаччи,
Вутлă çумăр айĕнче
Вилчĕ куçăм умĕнче.
Лекрĕ пуля кăкăртан,
Ӳкрĕ тусăмçăм, тăван.
Мал енне алне тăсса,
Çемçе юр çине выртса,
"Ленинград..." тесе анчах
Ашшăн чĕнчĕ пĕр сăмах.
Халĕ тусăм Михаля
Выртакан тĕлте, çулла,
Унăн вилтăпри çинче,
Тĕмескен чи тăрринче
Ӳссе ларнă пĕр чечек –
Хĕп-хĕрлĕ хитре чечек.
Çавă вилтăпри çинчен
Курăнать хула хитрен –
Аслă Ленинăн хули.
Сывлăшра тĕтĕм тулли:
Ĕçлеç харсăр заводсем,
Ирĕкре ĕнтĕ вĕсем.
Ирхине гудок сасси
Çакăнти урпа пусси
Тăрăх ян янăрасан,
Михаля сана чунтан
Хисеплесе мухтани
Пулать гудок янрани.

Алендей, В. Михаля : [сăвă] / Василий Алентей // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 48.