Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Пограничник Пулков сăрчĕ хĕрринче

Хĕрĕх иккĕмĕш çул. Хĕлле.
Ывăтать тăшман çÿле
Ракета хыççăн ракета.
Сивĕ. Вĕçтерет юр-тăман.
Уйăх пĕркеннĕ сăхман.
Çук, тĕлĕрмест пехота.
Пулков сăрчĕ умра.
Ик граната çумра.
Штык лартнă винтовка алра.
Никамăн та мар, нейтральнăйпе..
Шăватпăр ун тăрăх.
Шăннă тăпрана чăк-чак
Пуля тăрăнать. Салтак
Пуçĕпе çĕр çумне çыпçăнать те
                    каллех хускалать.
Çил улать.
Нейтральнăй тăрăх...
Мĕскершĕн кунта вăл?
Пограничник, ан тарăх,
Малалла çап савăл.
Çамрăк-ха пограничник Терентьев,
Пурпĕрех пĕлет.
Ăна служба вĕрентнĕ.
Нейтральнăйпе вăл –
Хамăр çĕршывăн чăн-чăн чиккинче,
Камчатка патĕнче,
Эзель, Даго утравĕнче,
Пысăк Прангли çинче,
Муху çыранĕнче.
Ку вырăна мĕнле килсе тухнă халь?
Ленинград çумне мĕншĕн куçнă?
Государство чиккине
Камсем аркатнă, авкаланă, хуçнă?
Шăвать, васкать Терентьев
Тус-юлташпа пĕрле.
Эсрелĕ сисет-тĕк,
Çакăнтах пĕтмелле.
Нейтральнăй тăрăхах.
Малалла, хăвăртрах,
Çук, çук! Тĕрĕс мар.
Нейтральнăй тăрăх кунта мар
Хамăр çĕр кунта –
Ленинград çĕрĕ.
Революци сăпки Ленинград.
Чĕрере çĕкленет хăват.
Çĕршывпа пирĕн çирĕп тымар,
Тăшмана çĕнтерсе çул хывар
Чăн-чăн чикĕ патне,
Инçене.
Пограничника курăнать
                  хăнăхнă чикĕ йĕрĕ.
Курăнать ула-чăла юпа.
Курăнать тăван застава.
Илтĕнет хăй каланă тупа,
Чĕрере ун йыхравĕ.

Пулков сăрчĕ çине
Хăпарчĕç çутăличчен.
Уйăх хыврĕ сăхманне,
Тĕлĕнсе пăхрĕ чылайччен.

Ӳкрĕ Терентьев пограничник
Пулков сăрчĕ тăррине.
Чи çÿллĕ тÿпине –
Уйăхпа юнашар.
Сывпуллашар.

Алендей, В. Пограничник Пулков сăрчĕ хĕрринче : [сăвă] / Василий Алентей // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 53-54.