Вăрманти пограничниксен пĕчĕк ушкăнĕ тахçанах вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Симĕс петлицăллă, симĕс картузлă çамрăксем хура çĕре ыталаса выртаççĕ. Тăшман çаплах минометпа вĕçĕ-хĕррисĕр тустарать. Таврара сип-симĕс тĕтĕм, таврара çулăм. Нимĕçсем çаплах малалла килме шикленеççĕ. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă салтаксене пуля çаплах макăра-макăра шырать, мина шăлне шатăртаттарса сирпĕнет. Мĕн тума çав териех пемелле-ха вилнĕ салтаксене? Ара, çиленнĕ вĕсем. Çак çул юппинче хăйсен çарне виçĕ кун хушши ниçталла ямасăр тытса тăнăшăн çиленнĕ. Тепĕр тесен, хăраççĕ те пуль. Ăçтан пĕлен? Çав симĕс картузлă патвар та хăюллă йĕкĕтсем каллех çĕкленсе тăрĕç. Тен, вĕсем вилсе те пĕтмен пуль. Çавăнпа мина вĕçĕ-хĕррисĕр тăкăнать, çавăнпа бомбăсем çиллессĕн уласа анаççĕ. Анчах пограничниксем вилнĕ, вĕсем вăрçă çинчен тахçанах маннă, вĕсем тăван çĕре, хура тăпрана ыталанă та ним шухăшсăр выртаççĕ. Вĕсене халь ним те кирлĕ мар.
Çапах та пурнăçра тĕлĕнмелли те пулать иккен. Вилнĕ пограничниксенчен пĕри, çамрăк чăрăш çумĕнче выртаканскер, хуллен хускалса илчĕ, сылтăм аллипе çав ешĕл те лутра чăрăша ыталарĕ. Унччен те пулмарĕ ун çывăхнех снаряд ÿкрĕ, хыттăн кĕрĕслетсе çурăлчĕ. Çав сасса илтсе-ши, тем пирки салтак вирлĕрех турткаланма пуçларĕ. Вара сасартăк куçне уçрĕ. Йывăçсем хушшинчен янкăр тăрă тÿпе курăнать.
"Ăçта эпĕ?" – шухăшларĕ Эверкки. Вăл хăй ăçта иккенне ниепле те тавçăрса илеймерĕ. Унтан хуллен чавсаланса тăма хăтланчĕ, анчах пилĕкĕ хыттăн чиксе ыратнипе хай вырăннех персе анчĕ, каллех тăн çухатрĕ.
Тăшман халĕ ытлашши хытă пеме чарăнчĕ. Таçта тепĕр хĕрринерех кĕрĕслеттереççĕ. Çак вăхăтра çамрăк хырсем, чăрăшсем хушшинчен хура каскăсем курăнса кайрĕç. Автомачĕсене хатĕр тытнă икĕ нимĕç асăрханса килеççĕ. Вĕсем тарланă. Çамки тăрăх шултра тумламсем шăва-шăва анаççĕ. Чăтлăхрах тĕле çитсен, нимĕç салтакĕсем тăпах чарăнчĕç. Тĕмесем çине автоматпа вăрăм черет пачĕç. Çак сасса илтсен, хайхи пограничник каллех хускалса илчĕ, сылтăм аллипе паçăрхи пекех çамрăк чăрăша ыталарĕ. Чăрăш кăштах силленнине нимĕçсем хăвăрт сисрĕç. Хуллен ун патне пычĕç. Ун çумĕнчи çамрăк пограничнике курчĕç. Нимĕçле калаçма пуçларĕç:
– Сывлать мар-и ку? Сывлать. Эй, Иван, Иван...– Таканлă аттипе самаях хыттăн тапрĕ пĕри – вăрăм мăйлă, çинçе питлĕ нимĕç.
– Мĕн тума тапатăн ăна? Вырттăр...– мăкăртатрĕ тепри.
Пограничник çакна илтмерĕ, нимĕн те чĕнмерĕ. Темле чĕтренсе илчĕ те вилнĕ пекех выртрĕ.
– Çатлаттар ăна! Пĕттĕр,– хăйăлтатрĕ çинçе питли. Тепри ытлашши сăмах ваклама юратмасть пулас, ним те шарламарĕ, умри çĕмĕрĕлчĕк пулемет çине, кĕпçи кукăрăлнă винтовка çине пăхкаласа илчĕ. Вĕсем пилĕк-ултă утăмра выртаççĕ. Вара тутине хыттăн çыртса темскĕр пăшăлтатре те:
– Ахаль те вилет. Мĕн перетĕн ăна. Эпĕ хĕçпăшалсăр çынна пеместĕп,– терĕ.
– Хĕçпăшалсăр сана! Çак пулеметпа вăл пирĕн салтаксене сахал пĕтернĕ-и? Епле çунтарчĕ,– хаярланчĕ ун юлташĕ. Вара автоматне çĕклерĕ те пограничнике кăкăрĕнчен тĕллерĕ. Анчах юлташĕ тытса чарчĕ.
– Ахалех вилет. Сасă ан ту...
Икĕ нимĕç тек шухăшласа тăмарĕç, малалла утрĕç. Пограничник каллех хускалкаласа илчĕ, куçне уçрĕ. Каллех ăна кăвак тÿпе курăнчĕ. Кăн-кăвак тÿпе. Хальхинче унăн тăнĕ уçăлсах пычĕ. Вăл урисене хускаткалама шутларĕ. Урисем хускалаççĕ иккен. Аллисем? Аллисем те аванах. Пуç çеç чашкăрать, кашлать...
Пограничник сасартăк хăй вăрçăра иккенне аса илчĕ. Ăçта-ха унăн юлташĕсем? Ăçта Марченко? Ăçта Малахов? Пĕри те çук. Çамрăк чăрăша тĕренсе, унран тытса пограничник аран-аран çĕкленчĕ те ура çинех тăчĕ. Пулемет çĕмĕрĕлнĕ, винтовка çĕмрĕк. Кунта юлма юрамасть…
Пограничник, йывăçсенчен тыткаласа, хăй ăçталла кайнине пĕлмесĕрех утма тытăнчĕ. Нумаях та каймарĕ, уçланкăра Марченкăпа Малахов выртнине курчĕ. Иккĕшĕ те ÿпне выртнă. Иккĕшĕн кăкăрĕнчен те хĕп-хĕрлĕ юн юхса хытнă.
"Манăн та пĕтмелле-ши вара? Çакăнтах пĕтмелле-ши? – шухăшларĕ вăл. – Çук, епле те пулин киле таврăнса курасчĕ. Килте атте-анне... йăмăк..."
Хăйĕн йăмăкĕ çинчен аса илсен, пограничникăн тем пирки кăмăлĕ хуçăлчĕ. Салтака кайнă чухне ун йăмăкĕ тĕрĕллĕ хитре кĕпе, кăвак тутăр çыхнăччĕ. Пукане пекех курăнатчĕ вăл. Эверкки хăй ашшĕ-амăшне ал тытнă май пĕчĕк йăмăкне те ал тытса уйрăлнăччĕ. "Çĕршыва лайăх хуралла. Сывă таврăн",– тенĕччĕ ăна йăмăкĕ. Çав сăмахсене вăл хăй тĕллĕнех шухăшласа каланă-ши е ăна пысăккисем вĕрентсе калаттарнă-ши?–анчах пурпĕрех ырă, ăшă вĕсем... Мĕнле, таврăнса курма пулĕ-ши çав хитре йăмăка...
Эверкки тавралăха каллех тинкерсе пăхрĕ. Хăш еннелле каймалла-ха унăн? Хăш енче хамăрăннисем. Вăл окопсене хăш еннелле чавнине, çĕмĕрĕлнĕ тупă кĕпçи хăш еннелле выртнине сăнарĕ. Унтан каллех утрĕ, утрĕ. Хĕрнĕ пирки пулас, халь пилĕкĕ те сахалтарах ыратакан пулчĕ, вăхăт-вăхăтăн кăна чике-чике илет. Пуçĕ те ытлашши шавлама пăрахрĕ, тăнлав çинчи юн тымарĕсем çеç татăлас пек туртăнаççĕ, чĕре темле ăнланмалла мар тапать. Пĕрре çав тери хыттăн, тепре калама çук ерипен...
Чăтлăх тăрăх пынă чухне пограничник хăйне такам шăппăн чĕннине илтрĕ:
– Тăванăм, эй, тăванăм...
Эверкки чĕри картах сикрĕ. Ăна тем пирки ытла та пăчă пек туйăнса кайрĕ. Вăл унталла-кунталла пăхрĕ – никам та курăнмасть. Темле чăпар кайăк, вăрçă шавĕнчен те хăраса тарманскер, турат çинчен турат çине чив-чив-чив! туса сиккелени çеç курăнать. Пограничник чарăнса тăчĕ те каллех итлеме пуçларĕ. Нимĕнле сасă та çук. Пĕр тĕлте кăна çÿлĕ курăк çийĕн вăрăмтунасем шутсăр нумайăн вĕçеççĕ. Хуп-хура юпа пекех вĕсем. Эверкки çав тĕле пычĕ те пĕр çын выртнине курчĕ.
– Кам эсĕ? Хăш чаçрен?
Пограничник тинкеререх пăхрĕ те çав çыннăн икĕ ури те çуккине асăрхарĕ. Унăн икĕ урине те чĕркуççинчен аяларах снаряд татнă.
– Тăванăм, персе пăрах мана...– тилмĕрчĕ ăна çав çын.– Тархасшăн вĕлер...
Унăн икĕ куçĕнчен те куççуль тумламĕсем шуса анчĕç.
Эверкки ун сăмахĕсене илтсен хытах çÿçенчĕ. Епле калама пулать-ха çавăн пек сăмаха. Вĕлерме, паллах, унăн хăю çитес çук. Епле вĕлерĕн-ха хамăр çынна? Епле тĕллен ун çине? Пограничник çав аманнă салтака çĕклесе кайма шутларĕ. Хăрах аллипе унăн пĕççисенчен, тепĕр аллипе çурăмĕнчен тытса çĕклерĕ. Аманнă çын йынăшрĕ, ахлатрĕ. Эверкки ăна çапла чылай йăтса пычĕ. Пилĕкĕ ыратать пулин те, малаллах васкарĕ. Ара, хамăр çын-çке. Хамăр çынна епле-ха çăлас мар. Ăна çăлмаллах. Анчах Эверккин хăйĕн те вăйĕ çук çав. Пĕр айлăма ансан, вăл сулăнса кайрĕ те ешĕл курăк çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Аманнă çын çĕре темле, хыттăнрах пырса перĕнчĕ пулас. "Ай!" тесе хаяррăн кăшкăрчĕ те шăпах пулчĕ. Унăн пичĕ, ÿт-пĕвĕ туртăнкаласа илчĕ. "Ыраттартăм пулас, хытах ыраттартăм пулас,– шухăшларĕ Эверкки.– Эх, ку фашистсене! Пĕтернĕ çынна... Чипер çыннах..."
Аманнă салтака хальхинче Эверкки çурăм çине çакса пыма пуçларĕ. Аран-аран хучĕ вăл ăна хăй çурăмĕ çине. Çапла утрĕ, утрĕ. Ывăнса çитсен, каллех канма чарăнчĕ. Салтака хăй умне вырттарчĕ. Салтак паçăртанпах пĕр сăмах та чĕнмест. Самай выртсан-выртсан кăна куçĕсене чалах уçрĕ те:
– Тăванăм, тăванăм...– терĕ. Унтан куçĕсене каллех хупрĕ.– Эпĕ вилетĕп. Эпĕ тÿсейместĕп...
– Аптрамăн-ха. Чĕрĕлĕн. Эп сана пăрахса хăвармăп...
– Çук, вилетĕп. Эсĕ сывă юлсан, епле те пулин ман киле, арăм патне çыру яр... Пĕлтер, эп мĕнле вилнине...
Эверкки пырне темскер хытса ларнă пек туйăнчĕ. Вăл аран-аран:
– Ăçта ямалла? Кам патне? – тесе ыйтрĕ.
– Арăм патне. Шура патне. Александра Семеновна, теççĕ ăна. Упăшку çав-çав тĕлте, çав çапăçура вилчĕ тесе çыр...
– Çыратăп, çыратăп, тусăм...
– Çыр вара. Епле те пулин çыр...
– Адресне кала-ха. Адресне...
– Адресĕ. Запорожская об... область,– терĕ те салтак хыттăн туртăнчĕ, вара ассăн сывланă чухнехи пек вăрăммăн сывларĕ те шăпах пулчĕ. Вилчĕ. Хăй адресне пĕлтереймесĕрех вилчĕ. Эверкки, унăн адресĕ кĕсйинче çук-ши тесе, ухтарса пăхрĕ. Унта юнпа хытнă хутсем кăна. Вĕсене вулама май çук.
Çапла, никам пĕлмен вырăна выртса юлчĕ çав салтак. Килте унран çырусем кĕтеççĕ ĕнтĕ. Почтальон иртсе каймассерен унăн арăмĕ – Шура чÿречерен пăхĕ. Пирĕн пата кĕмест-и-ха, тейĕ.
Пограничник халĕ васкасах хĕвел тухăçнелле утрĕ. Хамăрăннисем патне... Вĕсем кунтан пит инçех те пулас çук. Тупа йĕтрисем вĕçсе килнине пăхсан, пилĕк-ултă çухрăмра кăна. Эх, çитесчĕ! Епле те пулин хамăрăннисем патне çитесчĕ, путсĕр фашистсен кулли пулас марччĕ.
Нимĕçсем пурпĕрех лăпланмаççĕ-ха. Минометпа вĕçĕ-хĕррисĕр çунтараççĕ. Акă, минăсем Эверкки çывăхнех ÿкме пуçларĕç. Тĕтĕм, чыхăнтаракан тĕтĕм, шăршлă тĕтĕм. Акă, пысăк снарядсем те хăрушшăн кĕрĕслетсе çурăлаççĕ. Çĕр кисренсе, сулăнса тăрать. Пĕр снарячĕ Эверкки çумнех ÿкрĕ. Анчах çурăлмасăр шурлăха кĕчĕ. Сывлăш хумĕ çапнипе Эверкки татах ывтăнса кайрĕ. Ун çине пылчăклă шыв сирпĕнчĕ. Пограничник паçăрхи пек тăнсăр пулса выртрĕ. Эх, тĕнче, пурнăç...
Хырсем хушшинчен – мĕн ку? – каллех кăвак тум-тирлĕ çынсем вĕлтлетсе иртрĕç. Автомачĕсем хуп-хура. Нимĕçсем. Нимĕç разведки. Тинех пограничник пурнăçĕ вĕçне çитрĕ пулас. Тăрсамччĕ юлташ, тăрсамччĕ. Мĕншĕн çĕкленместĕн-ха эсĕ? Мĕншĕн тăрса пăхмастăн? Мĕншĕн чăтлăхарах шуса кĕместĕн? Çук çав, вăй-халĕ юлман унăн. Çук çав, ăс-тăнĕ йăлтах çухалнă унăн. Тен, вилнĕ пуль вăл, ĕмĕрлĕхех шăпланнă пуль.
Икĕ нимĕç салтакĕ, тем кала та, вĕсем паçăрхи салтаксемех, пограничник патнеллех пыраççĕ. Акă вĕсем ун умне çитсе чарăнчĕç. Вăрăм мăйли татах Эверккине таканлă атăпа тапса пăхрĕ.
– Вилмен вĕт ку. Сывлать мар-и?
– Сывлатех-и?
Пограничник кăшт анчах хускалчĕ, нимĕн те чĕнмерĕ.
– Ку, шуйттан япали, паçăрхи салтак-çке. Паçăр вĕлермесĕр хăварни...
– Чăнах та çавă.
– Епле çитсе ÿкнĕ-ха кунта?
– Шуйттан пĕлет-и?..
– Тĕлĕнмелле çĕршыв... Пачах тĕлĕнмелле çĕршыв. Фу!–каллех автоматне çĕклерĕ вăрăм мăйлă салтак.
Эверкки хай патĕнче нимĕçле калаçнине тĕлĕкри пек çеç илтрĕ. Мĕскерле-ха ку? Ăçта эпĕ? Тыткăна лекрĕм-ши вара? Пĕтрĕм-ши? Вăл хускалма тăрăшрĕ. Анчах алли те, ури те хускалмаççĕ. Майне пăркалама хăтланчĕ, ĕнси чăтма çук сурать. Пуçра, тахăш тĕлте, тахăш вырăнта, кăшт кăна сисĕм текенни тăрса юлнă. Урăх нимĕн те çук. Çапах та нимĕçле пуплешнине илтрĕ вал, илтрĕ. Е куçа уçса пăхсан? Мĕнле-ши, куç уçăлать-ши? Вăл хуллен куçне уçрĕ. Ăна паçăрхи пекех кăвак тÿпе курăнчĕ. Кăвак тÿпе. Чим-ха, вармантах мар-и вăл, вармантах мар-и? Ирĕкрех мар-и вăл, ирĕкрех мар-и? Кăвак тÿпе... Кăвак тÿпе. Çаплах пăхрĕ вăл ун çине, çаплах пăхрĕ. Анчах, мĕн-ха ку? Хыр çумĕнче икĕ кăвак пăнчă курăнаççĕ. Кăвак пăнчă мар ку, кăвак тÿме. Çук, тÿме те мар, кăвак кантăк. Апла, кантăк пулсан, мĕншĕн кăшт хускалать-ха вăл? Тен, пĕлĕт татăкĕ мар-и вăл? Çук. Пĕлĕт татăкĕ те мар. Куçсем пуль кусем, куçсем. Эверкки хăй çине мăшăр куç тинкерсе пăхнине ăнланса илчĕ. Акă çав куçсемпе, сивĕ, пăтранчăк куçсемпе Эверкки куçĕсем тĕл пулчĕç. Унтан Эверкки хăй умĕнче нимĕç тăнине ăнкарса илчĕ. "Пĕтрĕм иккен, – вĕлтлетсе илчĕ ун пуçĕнче шухăш. – Пĕтрĕм. Сывă пулăр, атте-анне, сывă пул, йăмăкăм. Сывă пул, çут тĕнче..."
Çинçе питлĕ нимĕç мăйне кăштах кĕскетсе автоматне тĕллерĕ те пеме хатĕрленчĕ. Эверкки автомат кĕпçин хуп-хура шăтăкне курчĕ. Вара каллех куçне хупрĕ.
– Çав салтаках, шуйттан,– терĕ нимĕç. Çапах та персе ĕлкĕреймерĕ. Юлташĕ ун патне пычĕ, ăна паçăрхи пекех аллинчен тытрĕ...
– Персе ан аппалан. Хăех вилет.
– Вилет сана...
– Вилет, айда...
Нимĕç салтакĕсем малалла утрĕç. Автомачĕсене хатĕр тытса таканлă атăпа утрĕç вĕсем. Вĕсен çакăнти тавралăха тĕрĕслесе, пăхса тухмалла. Вĕсен пурне те пĕлмелле.
Нимĕçсенчен пĕри – вăрăм мăйли – хуçа çемйинче ÿснĕ. Вăл Хĕвелтухăç Пруссири пĕр лăпкă хулара пурăннă. Унăн пурнăçра мĕн кирли пурте пулнă. Уншăн тăван ашшĕ тăрăшнă. Хĕлле вăл хулари анлă та çап-çутă каток çинче ярăннă. Çулла тинĕс кукринче çăмăл кимĕпе ишнĕ. Хитре парксенче ташланă. Иккĕмĕшĕ Гамбургри докерь çемйинче çуралнă. Хăй те вунултта çитнĕ-çитменех портри йывăр ещĕксене йăтнă. Çавăнпа çак икĕ нимĕç хушшинче уйрăмлăх пулман мар. Вăрçă вĕсене, апла пулин те, пĕр вырăнах, пĕр çулпах илсе çитернĕ. Вăрăм мăйлине Ганс, теприне – Иоганс, тесе чĕннĕ.
– Вырăссем çын мар вĕсем. Выльăх, вараланчăк выльăх! –утнă май сÿпĕлтетрĕ Ганс.
Иоганс ун çине тем пирки чылаях çилĕллĕн пăхса илчĕ.
– Ан шавла. Хамăр ăçтине ан ман. Эпир разведкăра...
Нимĕç салтакĕсем кайсан, чылай вăхăт иртсен, Эверкки тепĕр хут куçне уçрĕ. Вăл халичченхи пекех кăн-кăвак тÿпене курчĕ. Анчах паçăрхи кантăк куçсем тинкермерĕç ăна.. Мĕнле-ха капла? Ăçта эпĕ? Халĕ те çут тĕнчерех-и? Çĕкленерех пăхрĕ те, хырсем те, чăрăшсем те пур. Шап-шурă хурăнсем те хуллен силленеççĕ. Пурнăç! Пурнăç çав-çавах татăлман иккен. Акă, çĕр çинче курăк ешерет. Акă, курăк айĕнче кăпшанкăсем, кăткăсем чупкалаççĕ. Пограничнике çĕнĕрен çуралнă пекех туйăнчĕ. Вилсе чĕрĕлнĕ пекех туйăнчĕ. Мĕн пирки пемесĕрех кайрĕ-ха ăна нимĕç? Мĕн амакĕ чарчĕ вĕсене? Çакна Эверкки ниепле те ăнланса илеймерĕ. Вăл хуллен çĕкленсе тăчĕ те тавраналла тепĕр хут ытараймасăр сăнарĕ. Пăх-ха, кур, хĕвел те çутатать, çил те вĕрет, лĕпĕшсем те вĕçеççĕ. Вăрăмтуна та нăйлатса вĕçет. Хуллен-хуллен ăна вăй кĕнĕ пек пулчĕ. Вăл, ним пĕлмесĕр тенĕ пекех, утма тытăнчĕ. Утмалла, утмалла, хамăрăннисем патне тухмалла. Утмалла, тамăкран, вилĕмрен хăтăлмалла. Йывăç çулçисем ăна питрен сĕртĕнеççĕ, туратсем хуллен çапăнаççĕ. "Епле те пулин чăт, епле те пулин чăт!" тенĕ пекех туйăнаççĕ вĕсем. Эверкки хăй те чăтма, кирек мĕнле пулсан та тÿсме тăрăшать. Ун пуçĕнче яланах пĕр шухăш: "Сахал, питĕ сахал усă кÿтĕм эп Тăван çĕршыва. Сахал, питĕ сахал ĕç турăм эпĕ".
Акă чечеклĕ уçланкă. Чечексем пурте ун çине пăхаççĕ. Йывăçсем те пурте ун çине пăхаççĕ. Хĕвел те ун çине пăхать. Пурте ăна сăнанă пек туйăнаççĕ. Инçетре, инçетре, чăваш ялĕнче Эверккин ашшĕ-амăшĕ, пукане пек йăмăкĕ. Вĕсем мĕнле пăхĕç-ши ăна халь? Мĕн калĕç-ши вĕсем вăрманта пĕр-пĕччен пыракан пограничнике курсан? "Юлташусем ăçта санăн, тăшмансене мĕншĕн чикĕ урлă каçартăр?",–темĕç-ши вĕсем. Эверкки утать, утать. Минăсем шăхăра-шăхăра иртеççĕ те ун умĕнче, тĕмсем леш енче шартлатса çурăлаççĕ. Каллех кăвак тĕтре. Каллех çулăм. Пограничникшăн пулсан халь çулăм та вĕри мар, тĕтĕм те йÿçĕ мар. Унăн чунĕ ахалех вут пек пĕçерет, çунать, çунать, унăн чĕри ахалех кăвар, кăвар. Тăван çĕршыва тăшман хур кăтартни çунтарать ăна, асаплантарать.
Эверкки минăсем çурăлнине пăхмасăрах васкарĕ. Утаймасан та, утать, чупаймасан та, чупать. Унăн мĕн пурĕ пĕр ĕмĕт–хамăр салтаксем патне çитесси.
Вăрманти пограничниксен пĕчĕк ушкăнĕ тахçанах вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Тăшман çаплах перет, перет. Мĕн кирлĕ-ши вĕсене? Мĕн тăвасшăн-ши вĕсем?
Эверкки умĕнче вăрман, вăрман... Акă йывăçсем сасартăк хыттăн кашлама тытăнчĕç. Чим-ха, вăрман кашлать-и, пуç-и? Пограничник хурăн çумне таянчĕ. Мĕн кашланине ниепле те ăнланса илме çук. Акă хурăнсем, чăрăшсем леш енче аслă уй курăннă пек пулчĕ. Акă çил арманĕ хăлаçланса ларать. Икĕ арман. Айлăмра ял. Ун çумĕнчех хуп-хура вăрман. Унта тем хулăнăш юмансем. Чăваш юманĕсем. Акă чус витнĕ çĕнĕ пурт. Хапха умĕнче Эверкки йăмăкĕ тăрать. "Пичче, килтĕн-и, пичче. Тăшмансене çĕнтерсе кил-тĕн-и?"– тет. Эверкки ним те калаймасть. Унăн кăкăрĕ тăвăнчĕ. Вăл кĕçех çĕре тĕшĕрĕлсе анатчĕ. Çапах та тытăнса юлчĕ. Ăна каллех тăн кĕчĕ. Вăл малалла, хĕвелтухăç еннелле утрĕ. Йывăр пулсан та, тем чухлĕ хĕн пулсан та утрĕ. Унпа пĕрле хĕвел те, йывăçсем те хĕвелтухăçнелле шурĕç.
Анчах Эверкки инçене каяймарĕ. Çирĕм-вăтăр метр кайсан, унпа юнашарах çулăм йăлтлатса илчĕ. Пограничник паян виççĕмĕш хут ывтăнса кайрĕ. Пограничник паян тăван çĕр çине, хура çĕр çине виççĕмĕш хут ÿкрĕ. Унăн сылтăм аякне мина салатнă иккен. Чĕп-чĕр юн пораничникăн гимнастеркине, шăлаварне йĕпетрĕ. Ун таврашĕнче вăрăмтунасем сĕрлеме тытăнчĕç. Паçăрхи урасăр салтак тĕлĕнчи пекех, хуп-хура юпа пек сĕрлеççĕ вăрăмтунасем. Çав хура юпа – вилĕм юпи пекех курăнать.
Эверкки хыттăн туртăнса илчĕ те куçне уçрĕ. Чăрăшсем хушшинчен çаплах кăн-кăвак тÿпе курăнать. Суранĕ чăтма çук ыратать. Тĕнчере çакăн пек асап та пур-ши вара? Çук, çакăн пек асапа тĕнчере никам та ан куртăр. Пограничник татах турткаланчĕ-турткаланчĕ те хуллен пăшăлтатма тытăнчĕ.
– Тăвансем, вĕлерĕр мана. Халех персе пăрахăр... Пулать çав тепĕр чухне – тĕлĕнмелле япала та пулать. Çак тĕле каллех паçăрхи нимĕçсем килсе çитрĕç. Ыратнипе туртăнкаласа выртакан Эверккине инçетренех курчĕç. Асăрханса, хуллен утса ун патне çитрĕç. Автомачĕсем иккĕшĕ те умрах.
– Мĕн шуйттанĕ пулчĕ пире, каллех çав салтаках куратпăр. Эй, турăçăм...– хăранă пекех калаçрĕ Ганс.
– Чăнах та çавах.
– Ăçтан яланах пирĕн ума килсе тухать вăл. Этем мар пуль ку, усал пуль. Темскер, аташмастпăр-и эпир? Тухатман-и кунта?
– Ай, йăмăкăм... йăмăкăм...– аташрĕ пограничник.
Нимĕçсем ун сăмахне нимĕн те ăнланмарĕç. Чĕтрекен Ганс Эверкки çине татах йĕрĕнсе тинкерчĕ. Пограничник чăтма çук асаплăн йынăшрĕ: "Атте... аннеçĕм... йăмăкăм...". Вара паçăрхи пекех:
– Тархасшăн вĕлерĕр мана. Вĕлерĕр,– терĕ.
Çак сăмахсене Эверкки нимĕçсене курнипе каламарĕ, вăл ăна суранĕ ыратнине тÿсеймесĕр каларĕ. Ара, паçăр икĕ урине те çухатнă салтак пекех каларĕ вăл ăна. Эверкки куçне татах темиçе хут уçкаларĕ, пĕр кана самай вăхăт хушши тинкерсех пăхрĕ пулин те, хăй умĕнче çынсем пуррине ăнланмарĕ. Çынсем пуррине туйсан та, вĕсем камсем иккенне пĕлес çук ĕнтĕ вăл. Ганс çак пограничник, совет пограничникĕ, асапланнине шăл йĕрсе, ухмахла киленсе пăхрĕ. Унăн халь ăна вĕлерес те килмерĕ ĕнтĕ. "Асаплантăр, мекĕрлентĕр",– шухăшларĕ вăл хаярланса. Анчах çак вăхăтра Иоганс автоматне çĕклерĕ. Вăл чĕтрекен аллисемпе совет пограничникне тĕллерĕ.
– Чим-ха, ан васка,– чарма хăтланчĕ Ганс.
Анчах Иоганс ăна итлемерĕ, автомат такам шăла çыртнă пекех шатăр туса илчĕ. Асапланса выртакан Эверкки тепĕр самант хускалкаласа илчĕ те шăпах пулчĕ. Унăн адресне те, малтанхи салтакăнни пекех, никам та пĕлес çук.
Икĕ нимĕç хăйсен еннелле васкарĕç. Иккĕшĕ икĕ туйăмпа утрĕç вĕсем. Вăрăм мăйлă Гансшăн пулсан мĕскер, уншăн хĕвел те савăнса пăхнă пек туйăнчĕ, йывăçсем те хăйне сума суса çилленнĕ пек туйăнчĕç. Теприне хĕвел йĕнĕ пек, йывăçсем татăлсах хуйхăрнă пек, нимĕç фашисчĕсен ирсĕр ĕçне пĕтĕм тĕнче сивленĕ пек тунăнчĕ. Эверкки кăна нимĕн те шухăшламарĕ. Ашшĕ-амăшĕ çинчен те, пукане пек йăмакĕ çинчен те, тĕнче çинчен те, хĕвел çинчен те.
Вăрманти пограничниксен пĕчĕк ушкăнĕ тахçанах вилсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Симĕс петлицăллă, симĕс картузлă салтаксем тек нихçан та вăранас çук. Тăшман çаплах вĕсене перет, перет ...
Алендей, В. Тăшман çаплах перет : [калав] // Алендей, В. Салтак чĕри / Василий Алендей. – Шупашкар, 1960. – С. 44-52.