Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович
Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович
(1905-1942)

1905 юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Муркаш районне кĕрекен Ахмане ялĕнче çуралнă. 1917 çулхи ялти шкултан вĕренсе тухнă, 1922 çулччен ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă. 1922-1924 çулсенче Хусанти парти шкулĕнче вĕреннĕ. 1924-1926 çулсенче Тутар республикинчи Игоркин вулăсĕнче комсомолăн вулăсри комитечĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1927-1929 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, унта рота политрукĕ пулнă. Çартан таврăнсан, хăйĕн тăван ялĕнче колхоз йĕркеленĕ, правлени председателĕ, ферма заведующийĕ пулнă, районти колхозсоюзра ĕçленĕ. 1932-1935 çулсенче Шупашкарта пурăннă. 1934 çулта ăна СССР çыравçисен Союзĕн членне илнĕ, çулталăк хушши Чăваш çыравçисен Союзĕн правленине ертсе пынă, çав вăхăтрах "Сунтал" журнала редакциленĕ. 1935-1937 çулсенче Мускаври кинематографи институтĕнче вĕреннĕ. 1937 çулта сăвăç Куйбышев хулине куçса кайнă, унта педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн пĕр хушă краеведени музейĕнче ĕçленĕ, литературăпа истори ыйтăвĕсем тăрăх халăх хушшинче лекцисем вуланă. Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче тытăннă. "Çирĕм иккĕ" поэма совет çыннисем граждан вăрçи вăхăтĕнче хăйсен Тăван çĕршывне паттăррăн хÿтĕлени çинчен каласа кăтартать.

К.В. Ивановăн "Нарспи" поэмине вырăсла куçарса кăларнă, А. Серафимовичăн "Хурçă юхăм" романăн уйрăм сыпăкĕсене чăвашла куçарнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. 1942 çулхи çуркунне Витебск хули патĕнчи çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Унăн ÿтне Смоленск облаçĕнчи Селище ялĕ патĕнчи масар çине пытарнă.

Тĕп кăларăмсем: "Çирĕм иккĕ", "Вунă çул", "Сăвăсемпе поэмăсем".