Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Кольцов Кестюк (Кольцов Константин Михайлович)
Кольцов Кестюк
(Кольцов Константин Михайлович)
(1916-1943)

1916 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Анат Сурăм ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан, 1934 çулта Энтриялĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Канаш районĕнчи хаçат редакцине ĕçлеме кĕнĕ. 1937-1940 çулсенче хĕсметре тăнă, Тăван çĕршыв чиккине хуралланă. Çартан таврăннă хыççăн ăна Шупашкара "Çамрăк большевик" редакцие ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Сăвăç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех салтак шинелĕ тăхăннă, малтан Муромри çар училищинче вĕреннĕ, унтан Карели фронтĕнче çапăçнă.

Унăн поэзийĕ вăтăрмĕш çулсенчи çамрăксен хастар ĕçĕпе таса шухăш-туйăмĕ, совет халăхĕн иртнĕ вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çинчен каласа парать.

"Иккĕн", "Карели фронтĕнчен", "Фронтра" тата ытти сăввисене фронтри окопсенче çырнă. Тăшмана хирĕç çапăçма чĕнекен йыхравлă сăмахсем пулнă вĕсем. Унăн чи лайăх хайлавĕсем "Сердце, пробитое пулей" тата "Юлашки юн тумламĕччен..." калавсемпе сăвăсен пуххисенче пичетленнĕ.

1943 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче йывăр аманнă, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче унăн чĕри фронт çывăхĕнчи пĕр госпитальте тапма чарăннă. Карелинчи Лаух районĕнчи Сосновăй поселокра пытарнă.

Тĕп кăларăмсем: "Сăвăсем", "Фронтра" т. ыт. те.