Айтăр, тантăшсем, каятпăр
Çапăçу хирне.
Фашистсен ури ан пустăр
Пирĕн çĕр Çине.
Пĕр хут мар эпир аркатнă
Тăшмансен çарне...
Айтăр, тантăшсем, каятпăр
Çапăçу хирне.
Хаклă тăвансем, ан йĕрĕр,
Ан тăкăр куççуль.
Çапăçу уй-хирĕ витĕр
Курăнать çĕн çул.
Вут-вăрçă витĕр çĕкленнĕ
Ирĕклĕ кунçул...
Хаклă тăвансем, ан йĕрĕр,
Ан тăкăр куççуль.
Тĕнчипех телей хĕвелĕ
Тухĕ ялтăрса:
Кашнинех тивĕç телейлĕ
Хĕрлĕ Çăлтăрсем.
Хĕрлĕ Çар татах чап илĕ
Çĕнтерÿ туса...
Тĕнчипех телей хĕвелĕ
Тухĕ ялтăрса.
Июнĕн 24-мĕшĕ, 1941 ç.
Ястран, М. Айтăр, тантăшсем : [сăвă] / Максим Ястран // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 23.