Çывăр, хаклă тусăм,
Тутлă ыйăхпа.
Çивĕч пăшалу сан
Халь çÿрет манпа.
Эс юратнă хурăн,
Эс савнă пилеш
Мана çĕнĕ юрă
Юрлама пиллеç.
Сан чĕрÿн хăвачĕ,
Сан чĕрÿнти юн
Çĕн вăй-хăват пачĕ
Эс пуç хунă кун.
Иккĕн пĕрле уçнă
Сăвăсен садне
Тутлă çимĕçсем эп
Хушăп кулленех.
Сан чапна эп çĕклĕп
Иксĕлми вăйпа.
Çывăр, тусăм, канлĕн
Тутлă ыйăхпа.