Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

Юлташа

Якку Арăслана

Аса ил-ха, савнă тантăш,
Иртнĕ кунçулна:
Ача чух епле хаваслăн
Савнă вăл сана.

Улăха кĕрсе çÿреттĕн
Аслă ĕшнепе.
Чечексем татса килеттĕн
Çыххи-çыххипе.

Эс çăка туя тупсассăн,
Урхамах тесе,
Утланса чупса çÿреттĕн
Çĕр кисрентерсе.

Кун та иртрĕ, каç та иртрĕ,
Çитĕнтĕн ÿссе.
Вăйăра сана кĕтетчĕç
Тăпăлкка хĕрсем.

Вĕсенчен пĕри пăхатчĕ
Сан çине ялан.
Уйрăлăп тесе нихçан та
Эсĕ шутламан.

Вăйăран пĕр каç юлсан та,
Ăш вăрканă сан.
Тем çухалнă пек çÿренĕ,
Хĕрне курмасан.

Халь ăна инçе хăвартăн.
Ăшă çыру яр.
Тен, ăна пачах кураймăн?
Вăрçă – вăйă мар.

Тĕнчене килсе хупларĕç
Йывăр пĕлĕтсем.
Пĕтĕм çĕр çинче çĕкленчĕç
Ялкăшан вутсем.

Çав вута кĕреç пиншерĕн
Пирĕн тантăшсем.
Али-паттăр* пек хаяррăн
Çапăçаç вĕсем.

Çава тытнă пилсĕр вилĕм
Чашкăрса çÿрет.
Ват-и, яш-и – уншăн пурпĕр,
Тиркемест, хирет.

Эй, илтетни, выçă вилĕм:
Чак эс, сăттана!
Ярса тытăп та, ак, силлĕп,
Хуçăп çавуна!

Виçпÿртре** кĕтет аннеçĕм,
Ывăлăм кĕтет.
Нÿрленет шур пурçăн тутăр –
Мăшăрăм йĕрет.

Анчах ан хурлан, юлташăм,
Маншăн ан кулян.
Эпир тухрăмăр çĕршывшăн,
Тĕп пулĕ тăшман.

Эпир тухрăмăр Мускавшăн
Вилĕме çĕнме!
Пĕтĕм халăх тухрĕ каррăн
Çĕнтерÿ кÿме.

Çĕнтерÿ пиртех вăл пулĕ!..
Эпир курмасан,
Юлташсемшĕн пурнăç килĕ
Çуттăн çуталса.

Кам унта хăравçă чунлă,
Пăрăн çул çинчен.
– Кил, Суворовла çапар-ха
Вилĕм çамкинчен!

Ноябрĕн 24-мĕшĕ, 1941 ç.


* Али-паттăр – чăваш халăх юмахĕнчи тата автор поэминчи герой.
**Виçпÿрт – поэт çурлнă ял (Шăмăршă районĕ).

Бараев, В. Юлташа : Якку Арăслана : [сăвă] Владимир Бараев // Паттăрлăх кунĕсем : сăвăсемпе поэмăсем. – Шупашкар, 1995. – С. 11-13.