Ухмах пуля айне,
Стихванăм,
Аслă пуçăма
хушмастăн чикме.
Чăнах шеллен пуль çав,
тăванăм?
Тусне кам çунмĕ
хĕрхенме?
Ак, эпĕ окопа
вырнаçрăм.
Тен, пĕр самант:
тек çук поэт.
Тусăм çинчен
çавах пĕр çаврăм
Вилес чух та юрлас килет.
Сталинград фрончĕ, 18.Х1.42.
Бараев, В. Шавли патне : [сăвă] / Владимир Бараев // Паттăрлăх кунĕсем : сăвăсемпе поэмăсем. – Шупашкар, 1995. – С. 14.