Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

* * *

Салам сире, атте-аннеçĕм.
Иăмăксене, шăллăмсене,
Ялйышсене ятран валеçĕр
Çак ыр сунан сăмахсене.

Татах пĕрле пулас кунсемшĕн
Чĕрем тем пек хавас сикет:
"Атте-анне патне çитесчĕ,
Ывăлăма курасчĕ", – тет.

Мĕнпур тăван пĕрле пулсассăн,
Чыс кĕреки умне тăрса,
Мухтав юрри пĕрле юрласчĕ,
Юрласчĕ-çке шăрантарса.

Çитейĕ-ши çак ырă ĕмĕт? –
Çитес пулсан – тав пурнăçа!
"А çитмесен – шăпам çапла пуль,
Вара эп юлăп манăçа". –

Çакна калас килмест пĕрре те,
Мĕншĕн тесен – çĕршыв йĕрет.
Тăван çĕршыв – анне хăех вăл,
Тăван çĕршыв – вăрçа чĕнет.

Çав вăрçăра пуçа хурсассăн,
Пĕр ĕмĕт çех чун таппинче:
Ырă хахать илсе çÿретĕр
Ыр ятăма чăваш çинче.

1942

Бараев, В "Салам сире, атте-аннеçĕм…" : [сăвă] / Владимир Бараев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 16.