Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

Юрă

Атьăр, летчик пулар-и,
Хĕвел патне вĕçер-и?
Унăн ылтăн укине
Пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлар-и!

Атьăр, летчик пулар-и,
Уйăх патне вĕçер-и?
Унăн çутă сăн-питне
Пĕр чуптуса илер-и!

Атьăр, летчик пулар-и,
Çăлтăр патне вĕçер-и?
Савнă сарă хĕрсене
Çăлтăр мăя пиллер-и!

Атьăр, летчик пулар-и,
Çĕр тавралла вĕçер-и?
Хамăр çĕршыв хăватне
Тĕнче умне çĕклер-и!

Бараев, В. Юрă : [сăвă] / Владимир Бараев // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 199.