Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

Лăпкă Дон хĕрринчен

(Вăрçă уйĕнчен)

Хисеплĕ юлташсем! Çак çырăва сиртен хаçат çине пичетлесе кăларма ыйтатăп. Мĕншĕн тесен кунта, пĕр чарăнми тупăсем кĕрлесе тăракан çĕрте, çуралса ÿснĕ республикăран таçта инçетре, пуçа вĕçсĕр шухăшсем килсе тухаççĕ, вĕсем пĕрин хыççăн тепри килсе иртеççĕ...

...Эпир Сталинград облаçне, Буканово станицăна, çитрĕмĕр. Ытарма çук станица! Вăл Дон шывĕ хĕрринчен сакăр çухрăмра. Кунта нимĕçсем кĕреймен. Кунта нимĕçсем никама та çаратайман, çакса та вĕлереймен. Кунтан ушкăнĕ-ушкăнĕпе тыткăна лекнĕ итальянецсемпе румынсем çеç иртнĕ, вĕсем хушшинче хăйсен "тусĕсене" пулемета сыхласа çапăçтаракан нимĕçсем пулнă... Пирĕн штаб Шолохов арăмĕн ашшĕ çуртĕнче, Шолохов çак станицăран "туха та пĕлмен", пулă тытнă вăл, сунара çÿренĕ. "Лăпкă Донăн" тăваттăмĕш кĕнекине çырса пĕтерсен, вăл хăйĕн геройĕсене, казаксене, Мускава илсе кайнăччĕ. Вĕсем унта казаксен халăх юрри-сăввисене, ташши-кĕввисене кăтартса пĕтĕм Мускава тĕлĕнтернĕччĕ. Çав ушкăнпа пĕрле Мускава кайнă казачка Ксения Харитоновна Морскова¹ Шолохов çинчен каласа парать. "Лайăх писатель, – тет вăл, – тата лайăх депутат... Ун патне çын мĕнле ыйтупа пырсан та кăмăлне тупмасăр таврăнман. Укçа çук пулсан – укçа парать вал, эхер те мĕнле жалоба пулсан, çав жалобăна пурнăçа кĕртме пулăшать".

...Шолоховсен станицине, Вешенскойне, фашистсем бомбăласа çĕмĕрнĕ. Ылханлă йытăсем, пĕлĕтре вĕçен хура юнлă стервецсем, пĕчĕк ачасене те пĕтересшĕн, хăйсен вĕтĕ бомбисемпе минисене юриех тĕрлĕ илемлĕ лентăсем çыхса пăрахнă. Çавсене асăрхамасăр алла илнĕ ачасем темиçешерĕн вилнĕ. Станицăра нимле салтаксем те пулман, вăрçа юрăхлă арçынсем вăрçăра пулнă. Станицăна темиçе хут та бомбăласа çĕмĕрнĕ, иккĕмĕш хут бомбăланă кун Шолохов çурчĕ çине виçĕ бомба ÿкнĕ. Шолоховăн амăшне лайăх пуçтарса тирпейлеме те май пулман: ăна тăшман бомби темиçе татăк туса тăкнă...

Эпир Дон шывĕ урлă çĕрле каçрăмăр. Дон шывĕн сылтăм çыранĕнче чăнкă та çÿлĕ çырансемпе тĕпсĕр тип çырмасем, çак çырма-çатрасемпе тискер сăрттусем хушшинче пин çурă ытла тĕрлĕ выçă йытăсем – фашистла итальянецсемпе румынсем тата венгерсем хăйсем валли "пурнăç пространстви" тупрĕç. Çав "мĕскĕнсене" каялла чаксан нимĕçсем хĕртнĕ, мал енчен пирĕн арăслансем, хĕрлĕ арăслансем, лăскарĕç.

...Çÿлĕ сăртсем çине йывăр минометсене йăтса улăхма, çитменнине шăн çĕр çинче çăмăлах мар ĕнтĕ, паллах, анчах Суворов каланă сăмахсем: "Там, где горный козел пройдет – там русский солдат пройдет; там, где горный козел не пройдет – и там русский солдат пройдет", тенисем аса килсен, йывăрлăхсем сирĕлсе ывтăнаççĕ.

...Аслă Октябрь уявне пирĕн землянкăра кĕтсе илмелле пулчĕ. Ирхине, тул çутăлас умĕн, эпир пурте хамăра палăртнă высота çинче пултăмăр. Тата темиçе сехетрен, таçта, çурçĕр еннелле, çак сăртсемпе Дон шывĕ леш енче, Мускавра, Ленин мавзолейĕ çинче Сталин, аллине çĕклесе, пире малалла кайма чĕннине куртăмăр эпир, куçа-куçăн курăнмасан та, пирĕн чĕресем çавна туйрĕç.

...Çак йĕркесене эпĕ вăрçă кăшт лăпланнă вăхăтра, çÿлтен бомбăсем тăкăнма, çĕртен вилĕм çави – пулемет-минометсем – этеме çулма хĕпĕртесе чашлатма чарăннă вăхăтра, землянкăра, хыт-хура "вутти" çутипе çыратăп. Çав тискер кашлав-кĕрлев пиртен хăшпĕр çĕрте виççĕ, хăшпĕр çĕрте тăватă çухрăмра паян. Пĕтĕм вĕçсĕр аслă пĕлĕт талкăшĕпе хаяр аслати кĕрленине илтнĕ-и эсир? Эпĕ те илтменччĕ! Çĕр тĕрлĕ хĕçпăшал пĕр залп кĕрлеттерсе ярсан (вăл темиçе минут хушши пырать!), мĕнле хăватлă сасă парасса та шухăшласа танлаштарма пултарайманччĕ. Хăрушă кĕрлеç иккен вĕсем! Тĕнчере çав тискер сасăпа пĕрле тăван анне, хура çĕр, чĕрĕ пурнăç тата пирĕн мухтавлă вилĕм пĕрле пĕрлешсе тăнă вăхăтра урăх нимĕн те çук пек туйăнать. Умăнта арман çÿлĕш тăпра çĕкленет, сывлăш таçта сирпĕтет сана, тăнна çухатан, анчах çав самант хушшинчех тăпра пуснă пит-куçа шăлса пăхатăн та, хăвăн умна тăван ывăлу – тăван ывăлăм Лев-Арăслан тухса тăрать. Пĕтĕм Шупашкар килет куç умне. Чăваш хорĕ юрлани илтĕнсе каять, Академи театрĕнче вилекен Чаккан юлашки саманчĕ курăнать, Пинерпи йĕни илтĕнет, Шавлы сăвă вулани янăрать... Умра Пичет çурчĕ кĕрлесе ларать, куçа тепре хупса иличчен çак картинăсем каллех юнпа пăтранса каяççĕ.

...Эпĕ кунта хăрушă кĕрлев çинчен çыртăм. Пирĕн кĕрлев, пирĕн хăват кĕрлевĕсем вĕсем! Тăшман, Сталинграда çул хывнă май, кунта тусем тăрринчен тĕпне çити оборона çирĕплетсе хăварнă. Эпир çĕмĕретпĕр вĕсене! Эпир çĕмĕрсе ун çулне татма тухнă, тататпăрах ăна! Эпир ăна ним хĕрхенми пĕтерме тухнă – пĕтеретпĕрех!

Сире калатăп, савнă юлташăмсем, хаçата тăван чĕлхепе вулакан тăванăмсем: тен, эсир çак йĕркесене вуланă вăхăтра ман чĕрем тапма чарăннă та пулĕ, анчах пирĕн туссем, пирĕн юлташсем, пирĕн ÿтсем урлă каçса, мала ыткăнса, çĕмĕрсе тăкĕç тăшмана! Вăхăт инçе юлмарĕ, çитрĕ вăхăт!

...Эпĕ вăрçă пуçлансанах хама лейтенант пулăп тесе шутламан. Эпĕ, запасла полка çитсен, хăвăртрах çапăçăва яма рапортпа ыйтрăм.

– Çук, сана çар шкулне яратпăр, эсĕ командир пулмалли çын, – терĕç мана. Вара, çар шкулне пĕтерсе, лейтенант ятне илтĕм. Çамрăк боецсене миномет ĕçне Сталин хушнă пек вĕрентрĕм. Ман ĕçе аслă юлташсем курчĕç пулас, мана полк комиссарĕ Панченко сĕннипе ытти политруксемпе пĕр тан ĕç пачĕç, групповод турĕç. Кунта та япăх ĕçлемен пулас, политкалаçусене лайăх ирттернĕшĕн пĕтĕм строй умĕнче тав илтме те тивĕçрĕм. Пĕр комсомолец пулман минвзводри боецсем çĕр проценчĕпех комсомол ĕретне кĕчĕç, анчах çак ĕçсене эпĕ Дон шывĕ хĕрне киличчен, урăх çĕрте тунă...

...Ыран Октябрь уявĕ тенĕ каç мана полкри парторганизацин иккĕмĕш секретарĕ политрук Г. Рогов шыраса тупрĕ.

– Ну, лейтенант Бараев, сана хамăр ĕрете илме шутларăмăр, кăмăлу мĕнле? – терĕ. Эпĕ çав тери хĕпĕртесе ÿкрĕм. Мана вĕсем май уйăхĕнчен вара пĕлеççĕ, тылра та пĕрле, фронтра та пĕрле, анчах çак участокри пек калама çук пысăк ответлă участокра çеç пулман. Вăл çапла каласса эпĕ тахçанах туйнăччĕ, хам çук вăхăтра вĕсем çакăн пирки темиçе хут аса илнине те илтнĕччĕ, тĕрĕссипе каласан, хатĕрлесе хунă заявленийĕм те кĕсъерехчĕ, анчах эпĕ парти билетне çăмăллăн мар, тивĕçсĕр хыпаланчăкпа мар, юнпа илесшĕн пулнă! Мĕншĕн тесен парти билечĕ, Ленин партиĕн билечĕ – сăмахпа каласа пĕтерме çук, хут çине çырса кăтартма çук хăватлă, пĕтĕм чун-чĕрене вăй-хăват паракан документ, ăна пĕтĕм чун-чĕререн парти ĕçĕн тĕрĕслĕхне парăннă çын çех тивĕçлĕ, çăмăллăн илнĕ билет пит йÿн пулĕ, эпĕ парти билетне юнпа илетĕп!

Эпĕ Рогов юлташа заявлени кăларса тыттартăм.

– Рекомендаци те пур-иç? – терĕ вăл. Вара эпĕ ăна хама чи малтан рекомендаци тăракан аслă юлташ – Подольскри çар шкулĕнчи парткомисси секретарĕ – батальон комиссаре Варламов юлташ çинчен каласа патăм...

...Эпĕ темиçе çул ĕлĕкрех, ачарах чухне, çапа янах чухне темелле, граждан вăрçи паттăрĕсене курсан, кăкăрĕсем çинче орденсем ялтăран çынсене курсан, паттăр Çĕпĕр партизанĕсене курсан, çав вăрçă тапхăрне çитĕнме ĕлкĕрейменнишĕн пăшăрханаттăмччĕ...

– Тĕнчери чăн хăватлă пулас вăрçăра, çĕршыва чăн кирлĕ вăхăтра вăрçă хирне тухăп эп,–тесеттĕм шÿт туса Шавлипе Тукташа. Çитрĕ çав вăхăт. Эпĕ чăнах та вăрçă уйне тухрăм. Сывă пултăр аслă Тăван Çĕршывăм!

В. Бараев

Р. S. Тен, эпĕ çак тусем хушшинче кĕçĕрхи вăрçăрах пуçăма хурăп. Анчах, хисеплĕ юлташăмсем, ан манăр ман тăван ывăлăма. Эпĕ ăна пĕтĕм çут тĕнче илемĕнчен ытла юратнă. Эпĕ тăван çĕршывшăн çапăçнă вăхăтра чи малтанах ывăлăм телейĕшĕн, ывăлăм пек пĕтĕм çĕршывăмри ачасемшĕн, тăван атте-аннешĕн, тăван атте-анне пек ват çынсен хисеплĕ ватăлăхĕшĕн, пĕтĕм çывăх тусăмсемпе тантăшăмсемшĕн çапăçатăп, тыткăнри халăхсене ирĕке кăларассишĕн юн тăкатăп.

Манăн пичетленнĕ-пичетленмен япаласене пĕтĕмпе пухса, пĕр пысăк кĕнеке туса кăларăр. Ăна ывăлăма ман ятпа халаллăр (посвящаю сыну Льву-Арслану). Çак ĕçе Шавли тусăм тăвĕ, ытти тусăмсем пулăшĕç ăна, тетĕп.

Васкатăп. Салам. Пин хут салам пĕтĕм Пичет çуртĕнчи тусăмсене!

Бараев, В. Лăпкă Дон хĕрринчен : [калав] // Бараев, В. Сÿнми хĕлхем / Владимир Бараев. – Шупашкар, 1961. – С. 191-196.