Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

Сыхлар тăван çĕршыва

Садра улма пиçет-çке,
Çÿлти çăлтăр çути пек.
Савнă тусăм – сарă хĕр,
Картин çинчи пике пек.
Эпĕ каяп аякка,
Вăлă юлĕ хаваспа.
Çыру çырăп армирен
Хĕрлĕ Çарăн парнипе.

Ăсти тенкел çавăрать
Шурă Атăл хăвинчен.
Сивĕтсен те сивĕнмест
Чун юратни савнинчен,-
Епле хăйĕ сивĕнме
Çав çырла пек йĕкĕтрен?
Хĕрлĕ Çарта пулсан та,
Кашни каçах тĕлĕкре!

Чăнкăр-чăнкăр шăнкăрав,
Утсем тухса каймаççĕ-и?
Пăшăл-пăшăл хĕр сасси,
Атьсем тухса каймаççĕ-и? –
Атьсем тухса каяç çав,
Хĕрсем ăсатаççĕ çав. –
Савнă туссем, маттурсем,
Пулăр çарта паттăрсем!

Сирĕн пÿртпе пирĕн пÿрт
Хире-хирĕç лараççĕ.
Сан савнипе ман савни
Ялан пĕрле çÿреççĕ.
Эпир кайсан армине,
Ярĕç çырусем пире.
Савăнăпăр, вулăпăр,
Çыруне чуптăвăпăр.

Шурă тутăр юр пекех,
Ялпора та тем чухлех.
Хамăр савни чун пекех,
Куç умĕнче вăл текех.
Эп каятăп, савнă тус,
Хĕрлĕ Çарăн ĕретне
Тата вăйлă ÿстерме
Хамăр çĕршыв тĕрекне.

Çÿрен тиха ÿстертĕм
Сĕлĕ-утă çитерсе.
Савса савни ÿстертĕм
Чĕреренех юратса.
Çÿрен утăм хампала,
Савни, эс юлан яла.
Хĕрлĕ Çартан таврăнсан,
Пĕрлешĕпĕр санпала.

Айта, тусăм, утар-и,
Укăлчана çитер-и,
Укăлчана çитсенех,
Иккĕн алă тытар-и?

Эп каятăп, эс юлан,
Эсĕ маншăн ан кулян.
Сыхлар Тăван çĕршыва,
Вăл тивĕçлĕ мухтава.

Бараев, В. Сыхлар тăван çĕршыва : [сăвă] / В. Бараев // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 188-189.