Хĕвел тухать хĕрелсе
Хула сачĕ çумĕнчен,
Паслă турат çийĕнче
Ылтăн-кĕмĕл тĕрлесе.
Ирхи сывлăм евĕрлех
Илĕртеç куçа вĕсем.
Çичĕ шурă чатăр пек,
Шурă пурçăн çулçăсем
Çурнă тейĕн çеçкине.
Чыс хуралĕ ик ĕрет
Садăн икĕ енĕпе.
Геройла тăраç вĕсем
Чап-хисеп ялавĕпе.
Аслă Атăл хумĕ пек,
Умлăн-хыçлăн, йĕркипе,
Утса пыраç йĕкĕтсем
Пусма-тавар хулипе.
Ăшă, çăмăл тумĕсем
Кашни паттăр çийĕнче.
Çĕршыва тупа тума
Плошаде кĕреç вĕсем.
Сăмах илет комиссар,
Чăн таса тупа çинчен
Вăл каланă сăмахсем
Юлчĕç чĕре тĕпĕнче.
Куç умне килсе тухаç
Автоматлă нимĕçсем,
ÿсĕр куçпа çуйăхса
Хĕрсен ятне çĕртнисем,
Чĕчĕ ачи аллинчен
Сахăр туртса илнисем,
Ватă старик уринчен
Çăмат хывса илнисем...
Ашкăнаймăр нумайччен,
Хуçăк шăллă йытăсем!
Сăмах калать комиссар
Хĕрлĕ паттăрсем çинчен,
Арăслан пек çапăçса
Пуçне хунисем çинчен,
Харсăр гварди çарĕсем,
Аçа-çиçĕм пек пырса,
Хураха çапни çинчен
Е хăватлă партизан,
Руслан пек тухса, пĕччен,
Темиçе тăшман пуçне
Касса турани çинчен,
Фашист каçан кĕперсем
Шыв тĕпне сикни çинчен,
Вилĕм поезчĕ çултан
Хирĕнсе кайни çинчен,
Тăван çĕршыв тăшманне
Вут хыпса илни çинчен.
Хĕвел шăвать ерипен
Хула сачĕ çумĕнчен.
Комиссар сăмах вĕçлет
Чăн таса тупа çинчен.
Аслă гимн кĕрлесе
Таçта инçете каять.
(Вăй-хăват туйса илет
Çавă юрра илтекен).
Эп тăратăп йĕркере.
Шуса иртеç шухăшсем,
Пĕтĕм çĕршыв илемне
Куç умне кÿреç вĕсем.
Ав, ыр сунаç колхозне
Сарă тулă пуçĕсем;
Арыксем юхса выртаç
Шурă мамăк уйĕнче;
Пулăсем чăмса çÿреç
Аслă тинĕс-кÿлĕре;
Никам пухса пĕтес çук
Мерчен ылтăн-кĕмĕлĕ,
Кармашаççĕ пĕлĕте
Тимĕр-хурçă тăвĕсем,
Сĕм вăрман кашлать хуллен,
Пакша мăйăр шĕкĕлчет,
Вĕçне-хĕрне тухас çук
Пин çеçкеллĕ улăхсем,
Кĕрчемелĕх пыл пухаç
Унта вĕлле хурчĕсем;
Вăй выляççĕ, савăнаç
Ялти çамрăк-кĕрĕмсем,
Аслă партие мухтаç
Юрри-кĕввинче вĕсем,
Ма тесен вăл – сад хуçи
Аслă Совет çĕрĕнче.
Эх, çĕршывăм, эх, аннем,
Чăп тулли кĕрекÿнте
Эп мĕн çеç-ши астивмен
Хамăн çамрăк ĕмĕрте?
Çавăнпа та шеллеместĕп
Саншăн чунăмпа юна,
Темле хаяр вут ăшне
Сÿнтерме кĕрсе чăмам!
Чăн телейлĕ кунăмра
Эп тупа тăвап кунта.
Саншăн пин хут хатĕр эп
Харсăр пуçăма хума!
Хаяр тăшман, вăрă пек,
Килчĕ пирĕн çĕршыва,
Вăл шутларĕ çаратма
Пирĕн ырлăх-пурлăха,
Вăл шутларĕ пĕтерме
Пирĕн аслă халăха,
Ялсенчен тĕрме тума
Пирĕн валли – кăлăхах.
Ĕç тухмарĕ вăрăсен,
Каялла чакать тăшман.
Кам пултарĕ çĕнтерме
Çакă паттăр халăха?
Вăл, хăлат пек çĕкленсе
Чул хÿме пулса тăрсан,
Тăшман çурчĕ çамкине
Вăйлă пырса çапăнсан.
Пирĕн аппа-йăмăка
Тăшман илчĕ уйăрса.
Пĕтĕм Тăван çĕршыва
Мăшкăл тума шухăшлать.
Çук, пулмасть вăл ĕмĕрне,
Гитлер ахаль аташать:
Хура çĕлен амансан,
Чашкăрсан та сăхаймасть.
Вăл аманчĕ Ростовра,
Вăл аманчĕ Тихвинра,
Çийĕ аскăнчăк пуçне
Хăй хускалнă Берлинра.
Анчах çĕр хут хаяррах
Тискер кайăк амансан,
Ăна сывлăш парар мар
Пуçне ватса, тураса.
Ан тив, ÿсчĕр куписем
Шăннă фашист виллисен,
Ан тив, юхчăр кĕвĕлсе
Вĕсен хура юнĕсем!
Аслă Совет çĕрĕнче
Пĕр тăшман та юлмиччен
Хĕçе йĕнне чикер мар!
Шит те калла чакар мар!
Çавăн пек хушать çулпуç
Аслă Мускав хулинчен.
Пĕлме çук, тен, тусăмсем,
Юнлă вăрçă хирĕнче
Чăн-чăн паттăр юлнă пек
Юлма тивĕ пирĕн те.
Çавăн пек пулас пулсан,
Вилĕм мар вăл – чăн телей,
Ма тесессĕн ĕмĕре
Пире манмĕç тĕнчере.
Хĕрлĕ паттăрсем çинчен
Юрă хурĕç сăвăçсем.
Вăхăт иртĕ – ятсене
Çырĕç ылтăн тĕрĕпе.
Иваново,
декабрĕн 20-мĕшĕ, 1941 çул.