Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Бараев-Серкке Владимир Васильевич

Владимир Бараев

Лев-Арăсланăма – ывăлăма

Савнă чунăм, çитĕн эсĕ,
Аçуна ан ман.
Вăл путман шыва кĕрсен те,
Вутра та çунман.

Чăн мухтавлă поэт пул эс,
Композитор пул!
Юрру-кĕввÿ янăратăр
Тĕнчипех ун чух.

Вăрçă кунĕсем тискеррĕн
Кĕрлесе иртсен,
Аслă тинĕс пек кÿленнĕ
Чĕрĕ юн типсен;

Пур çĕршыв пĕр пек илемлĕн
Чечеке ларсан,
Тĕнчери мĕнпур этемлĕх
Юрласа ярсан;

Эс ун чух вара асилĕн
Савнă аçуна.
Вăл вĕри чунтан юратнă,
Чунăмçăм, сана!..

Çавăнпа та вăрçа тухнă
Паттăр çапăçма,
Телейÿшĕн, çĕршывушăн
Хăй пуçне хума.

Тен, ун чух сан курас килĕ
Аçун тăприне.
Анчах эс ăна тупаймăн
Вăрçă хирĕнче.

Хăй пулмин те, ячĕ юлĕ
Чул юпа çинче,
Хĕрлисем хаяр арслан пек
Çапăçни çинчен.

Эс унта пырса вулайăн...
Çывăх хушамат
Чĕрÿне кăлтах сиктерĕ,
Ярĕ шухăша.

– Эх, атте, атте, кунта-им
Хунă эс пуçна? –
Тейĕн те хуллен, йăвашшăн
Шăлăн эс куçна.

Ун чухне тискер фашизм
Пулмĕ тĕнчере.
Урнă вăрçăсем çинчен те
Çырмĕç пичетре.

Асăнсан та асăнайĕç
Ылханса кăна.
Манĕç йытă Гитлера та,
Манĕç шуйттана!

Вăхăт çитĕ, мирлĕх çитĕ,
Каймĕ çын килтен,
Садри кайăк пек телейлĕ
Пурăнĕ этем.

Çавăн чух эс аннÿне
Пыр та ытала,
Ман ятпа пĕрре чупту та,
Çакăн пек кала:

– Эх, аннем, аннем, ан çун эс,
Ан тăк куççульне.
Куççульпе нихçан чĕртеймĕн
Паттăр вилĕмне.

Вăл пире чунтан юратнă,
Савнă чĕререн,
Çавăнпа пуçне çухатнă
Вăрçă хирĕнче.

Хăй пулмин те ячĕ пур ун,
Ячĕ пирĕнпе.
Ырă ят вăл, чаплă ят вăл,
Юлĕ ĕмĕре!

Ноябрĕн 11-мĕшĕ, 1941 çул.

Бараев, В. Лев-Арăсланăма – ывăлăма : [сăвă] // Бараев, В. Сÿнми хĕлхем / Владимир Бараев. – Шупашкар, 1961. – С. 45-47.