Алă патăн эс мана
"Таврăнччĕ!" темесĕр.
Тухса кайрăм катана
Эпĕ ним чĕнмесĕр.
Чĕремри тунсăхăма
Пĕлтерме пĕлмерĕм,
Унсăрах ман туйăма
Ăнланатăн терĕм.
Хыçăмран кив уй хапхи
Хупăнчĕ хавассăр;
Юратун ăш сăмаххи
Пĕтрĕ пуçланмасăр.
Юнлă вăрçă хирĕнчен
Тухрăм эпĕ сыввăн.
Мĕн тери ют çĕрсенчен
Хаклă ман çĕршывăм!
Кĕтсе илтĕн хапхара
Эс мана, тăванăм.
Эп мĕн чухлĕ катара
Саншăн тунсăхларăм!
Хальхинче кив уй хапхи
Уçăлчĕ телейлĕн;
Юратун ăш сăмаххи
Илтĕнчĕ илемлĕн.
1948
Артемьев, А. "Алă патăн эс мана…" : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 83.