Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Артемьев Александр Спиридонович
Александр Артемьев

Вăрçăри уçланкăра

Çемçелет ман хытнă чунăм
Çакă юнлă вăрçăра
Асилсен сана, яш кунăм,
Ют çĕрти уçланкăра.

Траншейсем вĕçĕ-хĕррисĕр,
Окопсем йĕри-тавра.
Тар шăршиллĕ, илĕртÿсĕр
Вăрçăри уçланкăра.

Шăхăрать снаряд та пуля –
Çичĕ ют çилли кăра...
Кам чĕри хаваслă пулĕ
Çак кичем уçланкăра!

Ухлĕмлĕ çаран çулаççĕ
Сар хĕрсем халь улăхра,
Асăнса пире, юрлаççĕ
Йăлăмри уçланкăра.

Эпĕр те кунта юрлатпăр,
Савнисем, çĕршыв çинчен,
Çапăçма тупа тăватпăр
Тăшмана çĕнтериччен.

1944

Артемьев, А. Вăрçăри уçланкăра : [сăвă] // Артемьев, А. Сăвăсем / Александр Артемьев. – Шупашкар, 1989. – С. 23.