Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Артемьев Александр Спиридонович
Александр Артемьев

Киле таврăнни

Баллада

1
Вăрмантан вăл утса тухрĕ,
Вĕçнĕ евĕр васкаса,
Тăван ялĕ енне пăхрĕ
Ĕненмесĕр, пăлханса.
Çап-çара иккен илемлĕ
Пулнă аслă урамсем,
Тĕппипех çунса кĕлленнĕ
Çăкасем те хурăнсем.
"Çук, юлман пĕр урамра та
Пÿрт-хуралтă нихăçта;
Кашламасть лаштра йăмра та;
Ман анне, савни ăçта?"

2
Ан шыра, салтак, тупаймăн
Пурпĕрех эс вĕсене,
Нимĕнпе те йăпатаймăн
Хурлăх пуснă чĕрÿне.
Икĕ çул ытла алхаснă
Нимĕç мурĕ ку ялта;
Икĕ çул вĕлернĕ, каснă,
Çакнă мирлĕ халăха.
Çавăнпа çук пĕр йăмра та,
Çук текех юратнă кил...
Сĕм-çĕрле те, кăнтăрла та
Ахăрать кунта сив çил.

3
"Акă, иксĕмĕр çÿренĕ
Пахчари çĕтмен сукмак, –
Аса илчĕ пынăçемĕн
Иртнине йăлтах салтак.
Каçсерен ăна ăсатнă
Çак çулпа килме ялан;
Мĕн тери ăна юратнă –
Чуптума та хăяйман. –
Халь ăçта палланă алăк,
Чĕнтĕрленĕ сар крыльца,
Çырмари лаштра йăмраллăх,
Хура куçлă хĕр – ăçта?"

4
Акă пĕчĕкçеç землянка
Çав хĕр пÿрчĕ тĕлĕнче...
Ах, чĕрем! Ку кам-ши, акă,
Уçă кантăк умĕнче?
Е вара юратнă сасă
Çĕтнĕ-ши-ха çав тери?
Мĕншĕн хĕр юрлать, сăлтавсăр
Хурланса, сăпка юрри?
Ан кĕрсемччĕ, çамрăк паттăр,
Ан кĕрсем çак çĕрпÿрте –
Тăвăл евĕр ан çуралтăр
Çилĕ санăн чĕрÿнте!

5
"Килтĕн, тусăмçăм!" темерĕ
Салтака хĕр, ал парса;
Чуптуса ăна, йĕмерĕ,
Тĕлпулушăн савăнса.
Çук ыйтмарĕ ним те каччă,
Тĕпчемерĕ савнине –
Пĕр сăмахсăр вăл ăнланчĕ
Хĕрĕ хурлăх курнине.
Пĕр чĕнмесĕр каччă ларчĕ,
Пĕр ыйтмасăр, ун умне...
Урнă çил тулта лăпланчĕ,
Лăпчăнса мачча çумне.

6
Ярăнать сăпка ылханнăн
Çак телейсĕр мăшăра
Икĕ чун савни хурланнă;
Хытса ларнă хушăра.
Типнĕ хĕрĕн хĕрлĕ сăнĕ,
Сÿннĕ çăлтăр куçĕсем,
Хулĕсем тăрăх саланнă
Сарă вăрăм кăтрисем.
Капăр мар тутри-кĕпи те,
Тĕссĕрленнĕ лентисем;
Типшĕмленнĕ кĕлетки те
Типнĕ чăмăр кăкăрисем.-

7
"Аннÿне хупса хăварчĕç
Çулăм хупнă чăлана,
Чĕрĕллех вара çунтарчĕç
Хĕрхенмесĕр ват çынна.
"Партизан" тесе шырарĕç
Кил тавра вĕсем сана.
Тупаймасăр, урса кайрĕç....
Çитрĕ ахăр самана...
Вĕсене эп ылханатăп
Ĕмĕрех, чун тухиччен,
Тавăрма тупа тăватăп
Пĕр фашист та юлмиччен"

8
Сăпкари ача вăранчĕ,
"Мама!" терĕ макăрса;
Çавăнтах вара шăпланчĕ,
Палламан çынна курса.
"Халь аннÿ вăл ĕнтĕ санăн –
Эпĕ мар тăван аçу.
Тĕнчене эс ир çуралтăн.
Нихăçан та çураçу
Эс кураймăн чун-чĕресĕр,
Аçупа ман хушăра:
Эп пĕтерĕп хĕрхенмесĕр
Вилĕм кĕтне варвăра!"

9
Ал тытмарĕç, чуптумарĕç
Чун савнийĕ савнипе,
Пурпĕр иккĕш те ăнланчĕç:
Юрату шав вĕсемпе!
Пĕр сăмахсăр хĕр ăнланнă,
Юн тумлать пек чĕринчен.
Макăрать çил вараланнă
Ун юратăвĕ çинчен.
Пăшалне çын авăрларĕ,
Тавăруçăн пемелле,
Вара хăвăрт тухса кайрĕ
Хĕвеланăç еннелле.

1943

Артемьев, А. Киле таврăнни : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 75-78.