Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Артемьев Александр Спиридонович

Çуралнă Çĕршыв

Эп пултăм таçти çĕршывра та,
Мĕнле халăха эп курман?
Çуралнă çĕршывăм, нихçан та
Каймарăн эс ман асăмран.

Ниçта та нихçан та манаймăн:
Пĕрре кăна эсĕ, пĕрре –
Аннеçĕм-çĕршывăмçăм манăн,
Чи хаклă çĕршыв тĕнчере.

Мухтав сана, ирĕк çĕршывăм!
Сана тав тăватпăр чунтан;
Ӳстертĕн эс паттăррăн; сыввăн
Пире юратса ачаран.

Мăнаçлă та эсĕ, илемлĕ, "
Хăватлăн ÿссе ешерен;
Сана ирĕк пурнăç хĕвелĕ
Савса ăшăтать кунсерен.

Эп пултăм таçти çĕршывра та,
Каймарăн эс мая асăмран.
Сан пек çĕршыва нихăçан та
Ниçта та эп урăх курман.

Артемьев, А. Çуралнă çĕршыв : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 72.