Александр Артемьев
Фронтри каç
Çурхи каç.
Фронтри каç.
Тамалчĕ вăрçă шавĕ.
Анаслать кассăн-кас
Земланди çурутравĕ.
Тупăсем талккăшпе
Ахлатнăн анаслаç пек.
Нÿрĕ çил варкăшпе
Суранăмсем йăшкаç тек.
Ярр! вĕçет те сÿнет
Ракета, çăлтăр сÿннĕн.
Ах! юлташăм тÿнет...
Тен, ху та кĕç-вĕç тÿнĕн…
Çак салху шăплăхра
Çухатрăм канăçа эп;
Çурхи каç вăрçăра
Юратрăм пурнăçа эп.
Çĕнтерсе, сыввăнах
Ман киле таврăнасчĕ,
Ыр ĕçпе яланах
Киленсе пурăнасчĕ!
1945
Артемьев, А. Фронтри каç : [сăвă] // Артемьев, А. Сăвăсем / Александр Артемьев. – Шупашкар, 1989. – С. 29.
|