Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Артемьев Александр Спиридонович
Александр Артемьев

Чи хаклă парне

Юрлă-çумăрлă çанталăк
Тăват çул алхасрĕ тек;
Юнлă-çулăмлă çулталăк –
Кашниех çур ĕмĕр пек.
          Юрĕ-çумăрĕ татахчĕ...
          Пуля – кĕтнĕ çимĕç мар.
          Кашни пуля – пĕр салтакчĕ,
          Ман юлташчĕ, нимĕç мар.
Урлă-пирлĕ шăхăратчĕ,
Суккăр пуля ши те ши!
Ман пуçа вăл шав шыратчĕ –
Тупĕ-ши те тупмĕ-ши?
          Ах, аннем, вилес килместчĕ
          Ют çĕрте вунсаккăрта!
          Пурăнас тесех сикетчĕ
          Яш чĕреçĕм кăкăрта.
Хамăр çĕр енне пăхаттăм
Вĕçмен чух хăруш етре,
Хамăр кил тĕлне шыраттăм
Ăш вăрканă сехетре.
          Ман чĕрем сире сунатчĕ:
          "Пулăр ирĕк, ĕмĕр сыв!"
          Хамăр кил пек туйăнать-çке
          Манайми Тăван çĕршыв.
Çавăнпа эп тупа турăм
Çапăçмашкăн çич ютпа,
Фашиста хăйне тĕп турăм –
Ан юнатăр тек вутпа!
          Каçарсам, аннем, кÿмерĕм
          Парнесем ют çĕршывран:
          Хаклăран хакли вăл терĕм
          Çĕнтерÿ – парнеçăм ман!

1947

Артемьев, А. Чи хаклă парне : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 81.