Выляймарăм,
Кулаймарăм
Пĕве çитнĕ вăхăтра,
Ырă кун эп кураймарăм
Нимĕçри çак тамăкра.
Илĕртÿллĕ,
Йăрăс пÿллĕ
Ӳсеймерĕ кĕлеткем –
Е иркÿлĕм, е каçкÿлĕм
Лăш курм тертленнĕçем,
Кăвак куçăм
Кутăруçăн
Савăнса кулса пăхман,
Куççуль витĕр сассăм уççăн
Ăшăмран нихçан тухман.
Выçлă-тутлă, йывăр шутлă,
Кунран-кун хăрса, пĕтсе,
Тертленетĕп ĕмĕр, тутлă
Çăлăнăç кунне кĕтсе.
Пĕр вăй çеç çăлма пултарĕ
Хăтарма çак амакран:
Çĕнтерÿллĕ Совет Çарĕ
Çăлĕ чĕрĕ тамăкран.
1945
Артемьев, А. Чура-хĕр юрри : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 80.