Çичĕ ют çĕрĕ-шывĕ тискер,
Чĕрĕ тамăк пире суннăскер.
Килсе кĕчĕ фашист çулăмпа –
Каçармастпăр ăна çавăнпа.
Акă вăл пирĕн яш ĕмĕте
Татнă çын, вут сапать ман тĕлте...
"Ан каçар!" – тесе эс хăлхаран
Калани илтĕнет катаран.
Хураха пĕтерсе хурас чух
Эп ăна шеллесе тăрас çук!
Тĕп тусан курайми тăшмана,
Шыраса каллех тупăп сана.
"Эс тупатăн! Тупатăн!" – тесе
Шантараççĕ мана тупăсем;
"Юратать, юратать, юратать!" –
Пулеметăм хĕрÿллĕн калать.
1944
Артемьев, А. Тăшман çĕрĕнче : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 79.