Çутăлать, ак, шуçăм,
Иртрĕ пирĕн каç.
Тусăм, кăвак куçăм,
Хăвăртрах калаç.
Вутлă вăрçăра та
Йывăр походра,
Ăшă блиндажра та
Сивĕ окопра –
Пулăн эсĕ, тусăм,
Емĕр чĕрере;
Манмĕ юратушăн
Каччă сар хĕре.
Эс хĕрÿ ĕçре те
Шавлă уявра,
Шухăш-ĕмĕтре те
Сăвă-юрăра
Асăн мана, асăн –
Илтĕп сассуна
Эпĕ ирĕн-каçăн,
Лăпкаса чуна.
Акă сирĕн алăк.
Тăхтасам пăртак,
Юлашки хут алă
Патăрччĕ салтак.
Тăкмăп эп куççулĕ
Юлашки самант,
Чуна йывăр пулĕ –
Ан йĕр, ан амант.
Уншăн ăшă çумăр
Тырлă хирсене
Шăварса, хăть çутăр
Çĕр кăкри çине.
Сан умра ан тухтăр
Хуйхăм ман ăшран;
Уншăн лĕп çил юхтăр
Варкăш-варкăшран.
Ăшă çумăр вĕттĕн
Пĕрĕхет пулсан,
Пĕл: вăл эп йĕретĕп,
Сана астусан.
Варкăшать пулсассăн
Теплерен лĕп çил –
Эп сывлатăп ассăн,
Эс те аса ил.
Асăн, каçăн-ирĕн
Юратса мана –
Çĕнтерсе эп килĕп
Ирсĕр тăшмана.
1942
Артемьев, А. Юлашки каç : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 73-74.