Нимĕн те ытти кирлĕ мар,
Мĕн хаклăрах санран урăх?
Эсĕ манпа чух юнашар –
Çук чĕремре нимле хурлăх.
Ытлашши кирлĕ мар мана,
Сан ятна çÿлерех çĕклесчĕ,
Пĕтĕм пурнăçăмпа сана
Тивĕçлĕ пулма пĕлесчĕ.
Кĕтĕм эп шыва та вута –
Сан пилÿпе – парăнмарăм,
Çавăншан сан умăнта
Тÿлесе татайми ман парăм.
Куçусен кăвак шуçăмне
Ăшшăн чĕреме илесчĕ;
Юлашки сехетре куç умне
Сана кăларса вилесчĕ.
Пулччĕ эс, анне, яланах,
Маншăн эс тăван çĕр майлах:
Сан сăнарлăх ман çĕршывăм.
Пурăнччĕ ыррăн та сыввăн!
1945, Германия
Артемьев, А. Аннеме : [сăвă] // Артемьев, А. Сăвăсем / Александр Артемьев. – Шупашкар, 1989. – С. 30.