Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Артемьев Александр Спиридонович
Александр Артемьев

Мир салтакĕ

Шуралман-ха шурăмпуçĕ,
Ялăм-йышăм вăранман,
Мир салтакĕ, çĕнтерÿçĕ,
Таврăнатăп эп çартан.

Таврăнатăп эп маттуррăн
Инçетри ют çĕрсенчен, –
Ачаран палланă хурăн
Пуç таять çул хĕрринчен.

Саламларĕ юратуллă
Аслă хирĕм те мана,
Тулăх ÿснĕ сарă тулă
Савăнтарчĕ чунăма.

Тунсăхланă яш чĕремшĕн
Хаклă эсĕ, тăван хир!
Амăртса пĕр ĕçлемешкĕн
Тухăп хам та ыран ир.

Кăвак шуçăм кăвакарчĕ,
Кил умне пырса çитсен,
Кăвак çÿçлĕ ватă карчăк
Алăкра тăрать кĕтсе.

Ват аннеçĕм йĕрсе ячĕ,
Иĕрсе ячĕ чуптуса:
"Темиçе çул макăрманччĕ –
Халь йĕретĕп савăнса...

Тавтапуç, мухтавлă ывлăм:
Эс çĕнтертĕн тăшмана!"
Анне мар, Тăван çĕршывăм
Тав тăвать иккен мана.

1947

Артемьев, А. Мир салтакĕ : [сăвă] / Александр Артемьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 82.