Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Талвир (Башкиров) Алексей Филиппович
Талвир (Башкиров) Алексей Филиппович
(1909-1979)

1909 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăръел районĕнне кĕрекен Юхма Патăръелĕнче çуралнă. 1924-1928 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ, ун хыççăн Аслă Арапуçĕнчи (хальхи Первомайски) вунă çул вĕренмелли шкула кайса кĕнĕ. 1928 çулта Мускава тухса кайнă, ССР Союзĕнчи халăхсен Тĕп издательствин чăваш секцийĕнче ĕçленĕ, ун хыççăн М.В. Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетра вĕреннĕ.

1935-1938 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче хĕсметре тăнă. 1939 çулта ăна СССР çыравçисен Союзĕн комсомол организацийĕн секретарьне суйланă. 1940 çултан вăрçă пуçланиччен ВЛКСМ Тĕп Комитетĕн пропагандăпа агитаци пайĕнче пичет инструкторĕ пулса ĕçленĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче взвод командирĕ, рота командирĕн çумĕ, рота политрукĕ, "Комсомольская правда" хаçатăн çар корреспонденчĕ пулнă. Хĕвеланăç, Брянск, Сталинград тата 2-мĕш Прибалтика фрончĕсенче çапăçнă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата нумай медальпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн çыравçă темиçе çул хушши "Коммунизм ялавĕ" хаçат корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ, 1954-1958 çулсенче – Чăваш çыравçисен Союзĕн правлени председателĕ. 1960 çултанпа Хусан хулинче пурăннă, унта Тутар çыравçисен Союзĕ çумĕнчи чăваш çыраçисен секцийĕн ĕçне хастар хутшăннă. Вăл хатĕрленипе "Хусан" альманах тухма пуçланă.

1929 çулта Мускавра А. Талвирăн пĕрремĕш калавĕ "Хĕллехи сивĕре" ятпа пичетленсе тухнă. Унтанпа вăтăра яхăн кĕнеке кăларнă. Çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче чăваш халăхĕ революци юхăмне хутшăннине, промышленнăç хăватлăн аталаннине, нацин рабочи кадрĕсем çитĕнсе пынине кăтартса панă. Вĕсенчен паллăарххисем – "Пăва çулĕ çинче" повĕç тата "Никĕс" роман.

Тĕп кăларăмсем: "Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн", "Йĕлтĕр йĕрĕ", "Никĕс", "Пăва çулĕ çинче", "Суйласа илнисем", "Чĕнтĕрлĕ кĕпер", "Вутлан зажигает огни", "Живая ветка", "Фундамент" т. ыт. те.

Литературăри ĕçсемшĕн "Халăхсен туслăхĕ" орденпа наградăланă.

1979 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.