1908 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Анаткас ялĕнче çуралнă. Хĕвелтухăçĕнчи ĕççыннисен Мускаври коммунистла университетĕнче тата Н.К. Крупская ячĕпе хисепленекен коммунизмла воспитани академийĕн аспирантуринче вĕреннĕ. 1939-1940 çулсенче шурă финсемпе çапăçнă çĕре хутшăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче полк комиссарĕ, унтан дивизи комиссарĕ, полк командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ, артиллери бригадин политпай пуçлăхĕ пулнă. Вăл фашистла Германие çапса аркатичченех тĕрлĕ çапăçусене хутшăннă: Крымшăн, 1942-1943 çулсенче Сталинградшăн, 1943 çулта Курскпа Орлов хулисемшĕн пынă çапăçусене хутшăннă, Украинăн сылтăм çыранне, Белорусси, Польша, Венгри, Румыни, Австри, Германи тата Чехословаки çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Берлина штурмланă чух малти ретре салтаксемпе пĕрле пулнă. Икĕ хут аманса каллех строя тăнă.
Фронтра пысăк хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна икĕ хутчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I-мĕш степеньлĕ орденĕпе, виçĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, виçĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата нумай медальпе наградăланă.
Çарĕç училищин вĕрентекенĕ, полк тата дивизи комиссарĕ пулнă. Вăрçă хыççăн ДОСОААФ-ăн Чăваш Республикинчи комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ.
Литературăра проза ăсти тата публицист пулса паллă. Унăн пĕрремĕш хайлавĕсем 1960 çулта пичетленнĕ.
Тĕп кăларăмсем: "Фронтри юлташсем", "Атăл хĕрринчен – Берлина çити", "Сталинград çулăмĕ", "Солдатская слава", "Сталинградцы" т. ыт. те.
РСФСР тата Чăваш Республикин Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе чысланă, "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă, вăл С. Эльгер ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ.
1919 çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.