Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Акимов–Аруй Михаил Филиппович
Акимов–Аруй Михаил Филиппович
(1895-1972)

1895 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Улатăр районне кĕрекен Çĕнĕ Эйпеçре çуралнă. 1902-1906 çулсенче хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта, 1907-1910 çулсенче Тутар АССРĕнчи Пăва районне кĕрекен Хурăнварти икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. 1914 çулта тăван ялĕнчи пуçламăш шкулта ачасене вĕрентсе пурăннă. 1915 çулта çамрăк учителе çара илнĕ. Виçĕ вăрçа хутшăннă – пĕрремĕш тĕнче вăрçине (1915–1918), граждан вăрçине (1920–1921), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине (1942–1944).

1918 çулта салтакран таврăнсан, шурă гвардеецсем Хусана пырса кĕриччен, "Канаш" хаçат редакцийĕнче тăлмачă пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтра тин çеç йĕркеленĕ Чăваш театрĕ валли "Вăхăтсăр вилĕм" драма çырнă. 1919 çулта Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче чĕлхепе литература факультетĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах Чĕмпĕр уесĕнчи çутĕç пайĕнче вак халăхсен шкул ĕçне ертсе пынă, "Илюк" ятлă драма çырса пĕтернĕ. М. Акимов çырнă çак икĕ драма чăваш драматургийĕнчи профессионаллă хайлавсенчен малтанхисем пулнă. 1918 çулта Чăваш театрĕ "Вăхăтсăр вилĕм" драмăна Хусанти сцена çинче темиçе хут та лартнă. Тĕп рольне выляканĕ автор пулнă.

1920 çулта М. Акимов граждан вăрçинче Врангеле хирĕç çапăçнă. 1921- 1957 çулсенче Çĕнĕ Эйпеçри пуçламăш шкулăн ертÿçи, вырăс тата чăваш чĕлхи учителĕ пулса ĕçленĕ. 1932 çулта Горькинчи педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. 1942-1944 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнче хастарлă ĕçленĕшĕн" медальпе, "Хисеп палли" орденпа наградăланă.

Колхоз пурнăçĕ çинчен темиçе калав тата "Вĕлерекен", "Крепков", "Ялти кĕрешÿ" пьесăсем çырнă.

1972 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче вилнĕ.