1913 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Элĕк районне кĕрекен Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти ултă çул вĕренмелли шкулта, Нурăсри (хальхи Калинино) профшкулта, Чулхулари педагогика рабфакĕнче, Мускаври художество техникумĕнче вĕреннĕ. Сĕтел-пукан ăсти, Красноармейски районĕнчи Упири ултă çул вĕренмелли шкулта ĕç учителĕ, Чулхулари "Металлист" заводĕнче тимĕрçĕ, Чăваш кĕнеке издательствинче ÿнерçĕ, Чăвашсен художество галереин директорĕ пулса ĕçленĕ.
1942-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, саперсен батальонĕнче политрук пулнă. Польша çĕрĕ çине кĕрсен контузиленĕ, госпитальсенче юсаннă. Ăна "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе т. ыт. те наградăланă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çыравçă литература ĕçĕнче вăй хунă.
Прозаик, драматург, ÿнерçĕ пулнипе паллă. Литературăна кĕме çул уçса панă чи малтанхи хайлавĕ – "Марфа" ятлă пĕр пайлă пьеса, вăл 1946 çулта "Ялав" журналта пичетленнĕ. Вăрçă хыççăн "Пĕр колхозра", "Вĕрентрĕç", "Турикасра туй пулать" пĕр актлă пьесисем "Ялав" тата "Тăван Атăл" журналсенче пичетленнĕ.
Республикăри тĕрлĕ театр сцени çинче "Кăмăл уçăлсан", "Çурхи кĕвĕсем", "Юрату вилĕмсĕр" пьесисем тăрăх спектакльсем лартнă. Раççей Федерацийĕн ÿнерçисен Союзĕн членĕ пулнă май Г. Харлампьев республикăра иртнĕ нумай куравсене хутшăннă. Вăл чăвашсен паллă ÿнерçисен М.С. Спиридоновпа Н.К. Сверчков пултарулăхне тишкерсе пысăк статьясем пичетленĕ.
ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă, "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята панă.
Тĕп кăларăмсем : "Илемлĕ ир", "Юрату вилĕмсĕр", "Йăлтăр çăлкуç", "Тăрнасен ташши", "Пĕчĕк çеç юмахсем", "Иртнĕ çулсенче", "Ытарайми çĕршывра" т. ыт. те.
1994 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.