Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Алатырцев Владимир Иванович
Алатырцев Владимир Иванович
(1908-1964)

1908 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Улатăр районне кĕрекен Семеновское ялĕнче çуралнă.

Ĕç биографийĕ Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан пуçланнă. Вăл ялти учитель пулса ĕçлеме тытăннă, кайран педагогика институтĕнче вĕрентме пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтра çапăçнă, çар хаçачĕн корреспонденчĕ пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçăн I степеньлĕ орденĕсемпе тата темиçе медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Рига хулинче пурăннă, Латви çыравçисен Союзĕнчи вырăс çыравçисен секцине ертсе пынă, Чăваш çĕршывĕпе çыхăну тытсах тăнă, чăваш çыравçисен хайлавĕсене вырăсла куçарнă.

Паллă вырăс çыравçине яланах çĕршыв, тăван тавралăх шăпи кăсăклантарнă. 1941 çулта "Весна в Засурье" ятлă сăвăсемпе поэма кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта вăл чăваш ялĕсенче колхозсем чăмăртанса аталанма тытăннă тапхăра сăнласа парать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи салтаксен паттăрлăхĕпе тылра ĕçлекенсен хастарлăхне "Фронтовая тетрадь" кĕнекинче анлăн çутатса парать. Çавăн пекех лирикăллă сăвă пуххисен авторĕ. Вĕсем хушшинче: "Голос сердца", "Ясень", "Все, что сердце имело", "Суравлейка", "От имени поколения", "По тропам юности" и т. ыт. те.

1964 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Рига хулинче вилнĕ.