Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Вашки (Никифоров) Иван Никифорович
Вашки (Никифоров) Иван Никифорович
(1914)

1914 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Куславкка районне кĕрекен Çÿлти Куснар ялĕнче çуралнă.

Куснарпуçĕнчи ултă çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Елчĕкри сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. 1932 çулхи кĕркунне Шупашкарти театр техникумне вĕренме кĕнĕ. Тепĕр çултан вăл вĕреннĕ хушăрах Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче артист пулса ĕçлеме тытăннă, унта 1936 çулччен ĕçленĕ. 1936-1938 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан, пĕр хушă каллех театрта, унтан "Çамрăк большевик" хаçат редакцийĕнче культура пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1940 çулта театра таврăннă, Мускаври А.В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр институчĕ çумĕнчи чăвашсен театр студине вĕренме кĕнĕ, анчах вĕренÿ нумая пыман –Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă – Мускава хÿтĕлекенсен ретне тăнă.

Фронтра артиллеристсен чаçĕнче взвод командирĕ пулнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсемпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Мускава хÿтĕленĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

1945 çулхи чÿк уйăхĕнче çартан таврăннă хыççăн "Ялав" журналăн яваплă секретарĕнче, Чăваш театрĕнче актерта, каярах – КПСС Чăваш обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторĕ пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн сакăр çул хушши Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта вăй хунă, каярахпа "Тăван Атăл" альманахăн редакцийĕнче ĕçленĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Малтанхи парне", "Пăрлă пĕлĕт айĕнче", "Сăвăсем", "Хурама çулçи мĕн пăшăлтатать-ши?", "Чун çути", "Шухăшлаттарчĕ" т. ыт. те.