1913 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Элĕк районне кĕрекен Ураскилт ялĕнче çуралнă. Элĕкри икĕ сыпăклă шкултан вĕренсе тухсан, Чулхулара автозавод тунă çĕре хутшăннă. Ĕçленĕ хушăрах 1931-1934 çулсенче Чулхулари шыв çул-йĕр техникумĕнче вĕреннĕ. Шупашкара таврăнсан, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, Çĕмĕрлери вăрман техникумĕнче ĕçленĕ. 1935 çулта Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăнсан, Канашри чукун çул шкулĕнче вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçленĕ. 1937 çулта Чулхула облаçне пурăнма куçса кайнă. Сергач районĕнчи Кладбищенски ялĕнчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1942 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕччен нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.
Çĕнтерÿ хыççăн И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă, Сĕнтĕрвăрри хулинчи вăрман техникумĕнче ĕçленĕ.
Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă. Малтанхи сăввисемпе калавĕсем "Сунтал" журналта пичетленнĕ. Чăваш литературинче вăл прозаик тата драматург пулнипе паллă. Вунă ытла кĕнеке авторĕ. Вăл 1957-1970 çулсенче "Пĕлĕтсем шуса иртеççĕ", "Яланах пĕрле", "Сафрон Иванч кин кĕртет", "Вĕсем пурнăçа юратнă", "Хаклă тĕлпулу", "Кăтра каччă", "Зина Краскина" нумай тата пĕр актлă пьесăсем çырнă. Вĕсенчен хăшне-пĕрне Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче те лартнă. "Чăваш литератури: 10-мĕш класс валли" хрестомати хатĕрлеме те хутшăннă.
Тĕп кăларăмсем: "Кăмаша вăрманĕнче", "Эпĕ сукмакпа пыратăп", "Икĕ тĕлпулу", "Юратнă тусăмсем", "Япаласем ăçтан килнĕ" т. ыт. те.
1991 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.