Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Кибек Дмитрий
Кибек Дмитрий
(Афанасьев Дмитрий Афанасьевич)
(1913-1991)

1913 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрнар районе кĕрекен Тимĕрчкассинче çуралнă. 1926 çулта Туçи Çармăсри пуçламăш шкултан, 1930 çулта Кĕçĕн Кипекри 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Кайран пĕр çулталăк хушши мелиораципе çĕр йĕркелÿ техникумĕнче, икĕ çул хушши Шупашкарти педагогика институчĕн литература факультетĕнче вĕреннĕ. 1932-1933 çулхи вĕренÿ çулĕнче Вăрман Кипекри колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă, ун хыççăн çав шкултах ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, 1935 çулта ăна Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула ĕçлеме куçарнă.

1935-1954 çулсенче çарта пулнă, ахаль салтакран подполковник таран ÿснĕ, Киеври çар çыхăнăвĕн училищинчен, çар юстицийĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çыравçă фронта кайнă: алла пăшал тытса Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ. Вăрçă хыççăн Совет Çарĕнче юстици органĕнче ĕçленĕ.

Повеçсен, романсене, детективлă-приключениллĕ калавсен авторĕ. Чăваш литературине аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. "Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ" роман çыравçă пултарулăхĕнче паллă вырăн йышăнать. Ку хайлавра автор совет халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне сăнласа парать. 1983 çулта çак романшăн ăна Чăваш Республикин Патшалăх премине панă.

Тĕп кăларăмсем: "Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ", "Сунарçăсем", "Кайăк тусĕ", "Телейлĕ пурнăçшăн", "Парăнманнисем çĕнтереççĕ", "Хитре хĕрарăм", "Уйăх витĕр çул курăнать", "Сунарçă калавĕсем" т. ыт. те.

1991 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.