Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Лукашин Александр Иванович
Лукашин Александр Иванович
(1925-2009)

1925 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пенза облаçĕн Кондоль районĕнчи Кондоль салинче çуралнă. 18 çулта вăрçа тухса кайнă, 1-мĕш Прибалтика тата Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн Пенза хулинчи машиностроительнăй заводăн транспорт цехĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. 1951çулта Çĕпĕрти стройкăсене тухса кайнă. Ангарск çыравçисен организацийĕн яваплă секретарĕ пулнă. Ангарск хулин парти комитечĕн çумĕнчи каçхи университетăн обществăлла корреспондентсен факультетĕнче вĕреннĕ. 1968 çулта Шупашкара куçса килнĕ, кунти автомобильсене юсакан заводра инженер-технолог пулса ĕçленĕ.

Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче тытăннă. Пĕрремĕш сăввисем республикăри хаçат-журналсенче тата сăвă пуххисенче пичетленнĕ.

Унăн сăввисемпе чăваш тата вырăс композиторĕсем 200 ытла юрă кĕвĕленĕ. Анлă саралнă юррисем шутне çаксем кĕреççĕ: "Фронтри эскизсем", "Юрататăп кĕркуннене" (Ф. Васильев кĕвви), "Астăвăм" (А. Орлов-Шуçăм кĕвви), "Шупашкар вальсĕ" (А. Сергеев кĕвви), "Вĕренесем" (Б. Михайлов кĕвви). Вăл çырнă "Салтак вил тăпри çине хурăр чечексем" сăввипе Ф. Васильев "Реквием" юрă кĕвĕленĕ.

Сăвăç-юрăç çыракан хайлавсем хавхалануллă, лирикăллă, патриотла туйăмсем çуратаççĕ, кăмăл-туйăма çĕклеççĕ.

Литературăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" тата "Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем панă.

Тĕп кăларăмсем: "Жизнь в строке и песне", "Мы живем в Чебоксарах", "Откровенно о наболевшем. Слово фронтовика", "Мои мемуары", "Белые лебеди" т. ыт. те.

2009 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.