Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Садай (Цырульников) Владимир Леонтьевич
Садай (Цырульников) Владимир Леонтьевич
(1926-1991)

1926 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн Пухтел районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă. 1943 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан çара кайнă. 1949 çулччен Сывлăш çар флотĕнче хĕсметре тăнă. Малтан ахаль салтак, кайран кĕçĕн командир пулнă. 1945 çулта Монголие, Китая, Корейăна Япони самурайĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, виçĕ медаль илнĕ.

1949-1951 çулсенче Пухтел районĕнчи "Пĕрлешÿллĕ ĕç" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ: малтан редакцин яваплă секретарĕ, кайран хаçат редакторĕ пулнă. 1951 çултанпа Шупашкарта пурăннă. Чылай хушă "Ялав" журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулнă. Пĕр вăхăтра "Çамрăк коммунист" тата "Коммунизм ялавĕ" хаçатсен редакцийĕсенче литература сотрудникĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса ĕçленĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă.

Малтанхи хайлавĕсем республикăри хаçат-журналсенче 1948 çулта пичетленме тытăннă, прозăра тата драматургире палăрнă.

Романсем те, повеçсем те, калавсем те, новеллăсем те, очерксем те чылай çырнă. Пурĕ 30 кĕнеке ытла. Çыравçăн хăшпĕр хайлавĕсене вырăсла, украинла, тутарла, марилле куçарса кăларнă. Çав вăхăтрах вăл хăй те Н.Г. Чернышевский, Е. Федоров, Лу Синь тата ыттисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. "Летчиксем" романа çырнăшăн ăна СССР Хÿтлĕх министерстви Литература премийĕ парса чысланă.

Тĕп кăларăмсем: "Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр", "Летчиксем", "Çăлтăрсем тапăра анаççĕ", "Çĕр çăлкуç", "Çĕр çирĕм утăм та виçĕ талăк", "Çĕр тата çын", "Çулти икĕ тăван", "Запах тумана", "Звезды сходят в табор", "Повести о моих земляках" т. ыт. те.

Чăваш литературине аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

1991 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.