1927 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Иваново облаçĕнчи Пучеж районне кĕрекен Гусаренски ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ Горький хулинче иртнĕ. Вунпилĕкрех "Красная Этна" завода ĕçе кĕнĕ. Вăрçă çулĕсенче кăнтăрла токарĕн ĕç нормине тултарнă, ĕç хыççăн каçхи шкула васканă. Çапла вăл, çине тăрса тăрăшнине пула, тинĕс çар флотне лекиччен вунă класс пĕтернĕ.
1944 çултан пуçласа 1951 çулхи çуркуннеччен Хĕрлĕ ялавлă Балтика флочĕн çар карапĕсем çинче хĕсметре тăнă, эскадроннăй миноносец комендорĕ пулнă. Тăван çĕршыва нимĕç оккупанчĕсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă.
Тинĕсри çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн "1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕшĕн" тата Нахимов медалĕсемпе наградăланă.
Çартан таврăнсан Шупашкарта пурăнма пуçланă, электроаппарат заводне ĕçлеме вырнаçнă. Ку вăхăталла хаçат-журналсенче унăн кĕске очеркĕсемпе калавĕсем пичетленме пуçланă. Рабочисен пурнăçĕ çинчен çырнă "Два характера" ятлă пĕрремĕш калавĕ "Дружба" альманахра 1953 çулта пичетленнĕ. "Встреча" ятлă калавшăн республикăри "Çамрăк коммунист" хаçатăн иккĕмĕш премине илме тивĕçлĕ пулнă. 1955 çулта "Çамрăк коммунист" хаçатăн редакцинче ĕçлеме пуçланă. 1962-1963 çулсенче "Советская Чувашия" хаçатра литература сотрудникĕ пулнă. Ытти çулсенче нумай тиражпа тухса тăракан "Строитель" тата "Кооператор" хаçатсен яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.
Чугун çул трассине тăвакансемпе çерем уçакан паттăрсем çинчен "Друзья познаются в тайге", "Фараониха" повеçсем пичетленĕ. Илемлĕ пултаруллăх коллективĕсем валли пĕр актлă пьесăсем çырас тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Республикăри вырăс драма театрĕн тата Çамрăксен театрĕн сценисем çинче унăн "Верим тебе, отец", "Мы вернем его", "Длинный рубль", "Кровь на заре", "Званые гости" пьесисем тăрăх спектакльсем лартнă.
Тĕп кăларăмсем: "Знакомство", "Подвиг", "Люди славного поколения", "Начало судьбы", "Отряд полосатых", "Сердце в грозе", "Ищи свою высоту".
1975 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.