Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Стуриков Николай Андреевич
Стуриков Николай Андреевич
(1918-1998)

1918 çулхи чÿк уйăхăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Куславкка районне кĕрекен Куславкка хулинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Салари хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. 1935-1936 çулсенче Куславккари çурт тăвакансен комбиначĕ кăларса тăракан нумай тиражлă хаçат редакцийĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1936 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, "Красная Чувашия" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă.

1939 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Авиаци шкулĕн курсанчĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Кăнтăр-Хĕвеланăç, Степной, Карели, 4-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. Автомеханик, танксене тĕп тăвакан отряд комиссарĕ, аэроçунасен ротин политрукĕ, минометсен дивизионĕн командирĕн çумĕ, дивизи хаçачĕн редакци секретарĕ тата редактор çумĕ пулнă. Икĕ хут аманнă. Çапăçусем вăхăтĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.

Хĕсметре унăн пурĕ вунтăватă çул иртнĕ. 1948-1953 çулсенче Мускав çар округĕн "Красный воин" хаçачĕн ятарлă корреспонденчĕ пулнă.

Çартан таврăнсан "Советская Чувашия" хаçатра ĕçлеме тытăннă. 1953-1967 çулсенче информаци пайĕн ятарлă корреспонденчĕ тата пай пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1967-1969 çулсенче "В лесах Чувашии" ятлă нумай тиражлă хаçат редакторĕ пулнă. Историпе культура палăкĕсене упрас енĕпе ĕçлекен республика обществинче ĕçленĕ.

Повĕçсен, калавсен, очерксен авторĕ. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене вырăсла куçарас енĕпе те анăçлă ĕçленĕ. Унăн "Песнь о Чувашии" хайлавĕпе кинофильм ÿкернĕ.

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсемпе тата нумай медальсемпе наградăланă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Кĕмĕл çул", "О чем пели гусли", "На крыльях жизни", "Капитаны, капитаны...", "Летел в ночи самолет", "Сотый шанс", "Последний выстрел" т. ыт. те.

1998 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.