1922 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Яманкасси ялĕнче çуралнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Улатăрти художество училищине вĕренме кĕнĕ, ун хыççăн Шупашкарти художество училищине куçнă.
1942 çулхи нарăс уйăхĕнче çамрăк художника Совет Çарĕн ретне илеççĕ, Лениградри артиллерипе техника училищинче кĕске курсра вĕреннĕ хыççăн фронта ăсатаççĕ. Белгород çывăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура аманнă. Сывалса тухнă хыççăн 1-мĕш гвардиллĕ танк çарĕсен йышĕнче çапăçнă. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче фронтра тухса тăракан хаçатсенче пичетленнĕ. Паттăррăн çапăçнăшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, нумай медальпе наградăланă.
Вăрçă чарăннă хыççăн П. Чичканов художник-журналиста çар хаçачĕн редакцине ĕçлеме яраççĕ, ун хыççăн Киеври çар округĕн "Ленинское знамя" хаçат редакцине ĕçлеме куçараççĕ. 1950 çултанпа Киевра пурăннă: "Украина" журналăн редколлеги членĕ, аслă художникĕ пулса ĕçленĕ. 90-мĕш çулсенче "Ялав" журналта ĕçленĕ.
Киевра пурăнма пуçланă малтанхи кунсенчех чăваш совет поэзине пуçарса янă поэт-революционерăн Çеçпĕл Мишшин Украинăри пурнăçне, ĕçне-хĕлне, пултарулăхне тĕпченĕ. Унăн "Кăвар чĕре", "Çĕнĕ Кун Ачи" роман-хроники вулакансене тăван поэтăмăрăн Украинăра пурăннă чухнехи пурнăçĕпе паллаштарать. Вăл чăвашла тата вырăсла нумай сăвă, калав, очерк, статья çырнă. Украинăн паллă çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă, "Украинская советская энциклопедия" авторĕсенчен пĕри шутланать.
Литературăпа искусствăри, обществăлла пурнăçĕнчи ĕçĕсемшĕн икĕ хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ", "Украина ССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем панă. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ.
2008 çулхи кăрлач уйăхĕнче вилнĕ.