Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Eфремов Георгий Осипович
Eфремов Георгий Осипович
(1912-1991)

1912 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шанар ялĕнче çуралнă. 1921-1931 çулсенче вăтам шкулта тата педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1931 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа Шупашкар районĕнчи Апашри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче учитель пулса ĕçленĕ. 1933 çулта Кÿкеçри вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. 1938 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă, çав вăхăтрах хăйĕн пĕрремĕш калавĕсене çырнă.

1941 çулхи раштав уйăхĕнче Совет Çарне кайнă. 1942 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа мĕн вăрçă пĕтичченех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Çыхăну взвочĕн командирĕ пулса çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн çут ĕç министрĕн çумĕ, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн математика кафедрин доценчĕ, институт проректорĕ, кафедра пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

Педагогика ĕçĕпе ĕçленĕ хушăрах наука ĕçне те ăнăçлă туса пынă. Тĕп пичетре тата республикăри наука кăларăмĕсенче халăха вĕрентес тата вырăсларан чăвашла куçарас ыйтусемпе çирĕме яхăн наука ĕçĕ пичетленĕ.

Вăл наукăллă-фантастикăллă хайлавсен авторĕ. Тĕп кăларăмсем: "Улшăннă çанталăк", "Тимĕр тыткăнран", "Çутă ĕмĕт", "Çĕр тĕнĕлĕ" т. ыт. те.

Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă тата "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă.

1991 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.